Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сывă пурнăç _ ырă пурлăх

 ПУЯНКАССИНЧИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан тĕп шкулта "Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн" уйăхлăх пырать. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятирен пĕр ача та айккинче тăрса юлмасть. Уйăхлăх пынă тапхăрта вĕренекенсем, 1-мĕш классенчен пуçласа 9-мĕшсем таранах, тĕрлĕ енлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. Акă ноябрĕн 1-мĕшĕнче И.А.Петрова социаллă педагог çĕршывра наркомани анлă сарăлнине шута илсе кăçал вĕренсе тухакансемпе "Ыйтă-хурав" ятпа çавра сĕтел ирттернĕ. Хĕрсемпе каччăсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене панă. Çавра сĕтел вĕçĕнче ачасем социаллă педагогпа пĕрле наркотикпа иртĕхессинчен пăрăнмалли пирки çирĕп пĕтĕмлетỹ тунă. 8-мĕш класра вĕренкенсем "Стреспа епле кĕрешмелле?" тренинга хутшăннă, куçăм тапхăрĕнче ачан кăмăл-туйăмĕ тĕпрен улшăнни пирки, тарăхнине, пăшăрханнине çăмăллăн мĕнле ирттермелли çинчен калаçура çĕннине нумай пĕлнĕ. Спорт ăмăртăвĕсем те сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хистеççĕ. 8-мĕш тата 9-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем икĕ ушкăна пайланса волейболла вылянă. 5, 6-мĕш классем "хаваслă старта" тухнă, 8-мĕшсем (класс ертỹçи - Н.И.Пушкина) эстафетăра вăй виçнĕ. Кĕçĕн классем сĕтелçи вăййисене хутшăннă, вĕтам тата аслă классем хăйсен ăсталăхне шахматла выляса кăтартнă. 7-мĕшсем (класс ертỹçи - Л.И.Тимофеева) арçын ачасемпе хĕр ачасен хушшинче КВН ирттернĕ, викторинăра хăйсен тавра курăмне анлăлатнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 ноября 2008
00:00
Поделиться