Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район бюджечĕ. Мĕнлерех пулĕ вăл çитес çул?

ТУНТИ КУН район администрацийĕнче иртнĕ канашлура район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров 2009 çулхи бюджет мĕнле пуласси çинчен сăмах хускатрĕ. "Тĕнчере экономика кризисĕ пырать пулин те, пирĕн Чăваш Енри аталану хăвăртлăхĕ халăх пурнăçне япăхлатма май памĕ, - терĕ В.Н.Никифоров. _ 2009 çулта вĕрентỹ, сывлăха сыхлас ĕç, культура тата ытти отрасльсем валли бюджетра ытларах укçа-тенкĕ уйăрма пăхни те çакнах çирĕплетет". Акă, вĕрентỹ валли кăçал район бюджетĕнчен 81 миллион та 338 пин тенкĕ уйăраççĕ пулсан, çитес çул çак цифра 94 миллион та 90 пинпе танлашĕ. Сывлăх учрежденийĕсене тытса тăма кăçал 17 миллион та 166 пин тенкĕ уйăрнă, 2009 çулта 24 миллион та 830 пин тенкĕ пулĕ. Кунсăр пуçне, район больници çуртне реконструкцилеме республика бюджетĕнчен 56 миллион та 666 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Культура аталанăвĕнче те ырă улшăнусем пулĕç. Ку тĕлĕшпе район бюджетĕнчен 1 миллион та 270 пин, ял поселенийĕсен бюджетĕнчен 6 миллион та 998 пин тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Çул-йĕр тăвассипе те малалла ĕçлĕпĕр: çулсем тума тата тытса тăма кăçал 17 миллион та 645 пин тенкĕ уйăрнăччĕ пулсан, çитес çул 26 миллион та 262 пин тенкĕ укçана ĕçе кĕртмелле. Çакна та каласа хăвармалла: çитес çул культурăпа вĕрентỹ учрежденийĕсене тĕпрен юсама та укçа-тенкĕ чылай уйăраççĕ. Районăн 2009 çулхи бюджетне çитес тунти кун ялсенчи пухусенче пĕтĕм халăхпа сỹтсе явма палăртнă. Ял çыннисем çак итлеве активлă хутшăнасса, район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвне хăвăртлатас тĕлĕшпе усăллă сĕнỹсем парасса шанас килет.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 ноября 2008
00:00
Поделиться