ХУРА кĕркунне çитсен тин хресчен ĕçрен кăштах пушанать. Тырă-пулă _ пỹлмере, выльăх-чĕрлĕх _ витере, мĕншĕн савăнас мар-ха ĕçри ỹсĕмсемпе? Пирĕн корреспондент район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе В.Н.НИКИФОРОВПА тĕл пулса калаçнă, унран ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарма ыйтнă. _ Çанталăк питех савăнтармарĕ пулин те, - тенĕ В.Н.Никифоров, _ кăçал районти ял ĕçченĕсем пурĕ 23500 тонна тырă пуçтарса кĕртрĕç. Кашни гектартан 22,6 центнер тырă, 196 центнер çĕр улми, 277 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илнĕ. Уйрăм хуçалăхсенче тухăç чылай пысăкрах: "Колос" Агрофирма" ЗАОра гектартан 30,2 центнер тырă, 441 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ, "Исток" ОООра 27,7 центнер тырă пуçтарса кĕртрĕç. "Бездна" "Канаш", "Карла", "Труд", "Пулмантăш", "Семен", "Слава", "Малалла" фермер хуçалăхĕсен те пỹлмисем тулли. "Колос" Агрофирма" ЗАОра, "Мир" ЗАОра тата "Искра" СХПКра мĕнпур лаптăк çинче, "Исток" ОООра 80 процент кĕрхи çĕртме сухи туса хăварчĕç. Районĕпе илсен, кĕрхи культурăсене пурĕ 3250 гектар çинче акнă, пур çĕрте те калчасем лайăх шăтса тухнă. _ Владимир Николаевич, хуçалăхсем техника паркне çĕнетес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ-и? _ Чăнах та, нумай çĕрте ял хуçалăх техники кивелсе çитнĕ, çавăнпа та çĕнĕ, энергие перекетлекен техника туянма тăрăшмалла. Кăçал хуçалăхсемпе фермерсем икĕ ДОН-1500 комбайн, икĕ Т-150 К трактор, икĕ МТЗ трактор, икĕ КамАЗ автомашина тата кăкарса ĕçлемелли техника туянма пултарчĕç. Ку ыйтупа малалла та ĕçлĕпĕр. _ Ферма ĕçченĕсен те хăш-пĕр çитĕнỹсем пур пулĕ? _ Кăçалхи тăхăр уйăхра, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, районта сĕт тата аш туса илесси палăрмаллах ỹснĕ. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх йышĕ те пысăклансах пырать. Сĕт туса илессипе "Исток" ОООпа "Бездна" фермер хуçалăхĕн ĕç кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Тĕпрен илсен, выльăх-чĕрлĕх валли кирлĕ чухлĕ апат хатĕрленĕ. Çак апата тирпейлĕ те перекетлĕ усă курсан, хĕл кунĕсенче те продукци туса илесси нумай чакмалла мар. _ Районта килти хушма хуçалăхсене аталантарасси мĕнлерех шайра? _ Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне килти хуçалăхсене пурĕ 79,3 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит панă. Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал нумайрах усрама тытăнни наци проекчĕ хресченшĕн усăллă пулнине çирĕплетет. Çав вăхăтрах туса илнĕ продукцине вырнаçтарас ыйту та çивĕч тухса тăрать. Ку тĕлĕшпе районта потребительсен 9 кооперативне йĕркеленĕ, "Патриот тата "Союз" кооперативĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Ял çĕнелни, илемленсех пыни кăмăла çĕклет. Кăçал кăна 25 çемье çурт-йĕр лартма 7 миллион та 437 пин тенкĕлĕх, çав шутра "Çамрăк çемье" программăпа 14 çемье 5 миллион та 197 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Çамрăк специалистсем валли федераллă бюджетран 1 миллион та 310 пин тенкĕ уйăрнă. Çулсем тăвас, ялсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес, çурт-йĕр лартас тĕлĕшпе 2009 çулта та ĕçлемелли нумай. Пурнăç ялан малалла: тунă ĕçсемпе лăпланса лармасăр çĕнĕ тĕллевсем патне туртăнмалла, ял çыннин пурнăçĕ хуларинчен пĕрре те кая ан пултăр тесе тăрăшмалла.