Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СЫВЛĂХ _ чи хаклă пуянлăх

ÇĔР çинчи чи хаклă пуянлăх _ сывлăх _ тĕпсĕр авăра кĕрсе ỹкни юлашки çулсенче ытларах та ытларах шухăшлаттарать. Ăна упрамалли çинчен кашни кун тенĕ пекех илтетпĕр, çапах та сиенлĕ йăласем пирĕн хушăра самаях аталанаççĕ. Этемлĕх пирус тĕтĕмĕпе чыхăнни, "симĕс çĕлен" чылай çемьере "йăва çавăрни" паянхи куншăн хăрушлăх кăларса тăратать. Çамрăксем те сиенлĕ йăласене кăмăллани _ хурлăхлă чан сасси. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, 15-18 çулсенчи яш-кĕрĕмĕн 30 проценчĕ пирус туртать. Никотин пирĕн организм çине еплерех сиен кỹнине пĕлеççĕ-ши вĕсем? Паллах, вĕсен ытларах пайĕ пирус туртни ерипен чир-чĕр, вилĕм патне илсе пынине чухламасть те. Çавăнпа та ачасен сывлăхне çирĕплетессипе сыхласси, сиенлĕ йăласене хирĕç тăма вĕрентесси шкул сакки çинчех пурнăçа кĕрсе пымалла. Ачасене сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси вĕрентỹпе воспитани тĕлĕшĕнче тĕп вырăн йышăнмалла. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти вĕрентекенсем. "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса кунта тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Кашни класрах "Наци сывлăхĕ _ хăрушлăхра" ятпа класс сехечĕсем иртрĕç. Унта ачасем пирус туртнин сиенлĕхĕ çинчен калаçрĕç. Хĕр ачасене вара гигиена ыйтăвĕсем ытларах кăсăклантарчĕç. Кĕçĕн классем хушшинче "Хаваслă стартсем", аслă классенче тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем питĕ хĕрỹ кĕрешỹре иртрĕç. 5-8 классенче ирттернĕ "Эсĕ пирус тĕтĕмĕн сиенне пĕлетĕн-и?" ыйтăм, "Сывлăх _ пурнăç тĕрекĕ" викторина ыйтăвĕсем, тематика каçĕсем _ пурте сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе çыхăннă. Вĕренекенсем хăйсем те сывлăха тĕреклетес тĕлĕшпе чылай ĕç туса ирттереççĕ: занятисем пуçланиччен пĕтĕм шкул ирхи зарядка тăвать, тăхтавсем вăхăтĕнче теннис, баскетбол вăййисене выляма васкаççĕ. Кĕрхи вăрман илемĕпе киленме велопоходсем те йĕркелеççĕ. Акци малалла пырать, ума лартнă тĕллевсем тата та чылай-ха Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 ноября 2008
00:00
Поделиться