Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Малта _ Шăмăршăсем

ÇАК кунсенче Шупашкарта самбо енĕпе Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ. 30 килограма çитичченхи йывăрăшлă çамрăк спортсменсем хушшинче финалта пĕрремĕш вырăншăн Шăмăршă районĕн арçын ачисем кĕрешрĕç. Малти виçĕ вырăна Шăмăршăсем çапла пайларĕç: пĕрремĕшĕ _ Артем Егоров, иккĕмĕшĕ _ Николай Семенов тата виççĕмĕш вырăнта _ Григорий Любимов. Артем Егоров çывăх вăхăтра Чулхула облаçĕнче пулакан турнирта Чăваш Республикин чысне хỹтĕлĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 ноября 2008
00:00
Поделиться