Ашĕ те пур, сĕчĕ те - пуç таяр ĕçченсене
ПИРĔНТЕН тухнă йăла мар ку: чĕпсене мĕн ĕмĕртенех кĕркунне шутланă. Халĕ те çаплах. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ умĕн пирĕн корреспондент район администрацийĕн ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн тĕп зоотехникĕпе Н.Вазановпа курса калаçнă. _ Выльăх-чĕрлĕх отрасльне илес пулсан, ытти çулсемпе танлаштарсан, ку тĕлĕшпе кăçал ырă улшăнусем пур, - тенĕ калаçу пуçламăшĕнчех Николай Петрович. _ Хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсемпе сыснасен, лашасен йышĕ ỹссех пырать. Çавна май выльăх апатне те ытларах хатĕрлесе хăварма тивет. Çитес çул валли, сăмахроан, районта 4029 апат единици чухлĕ выльăх çими хатĕрленĕ, е, пĕр сăмахпа каласан, кашни условнăй выльăх пуçне _ 22,7 апат единици. Кунсăр пуçне 1690 тонна фураж хывса хăварнă. Выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе кăçал "Исток", "Бездна", "Мир", "Нива" хуçалăхсем кăтартуллă ĕçлерĕç, вĕсенче кашни условнăй выльăх пуçне 30-шар апат единици тивет. _ Выльăхсене çуллахи тапхăра куçарнăранпа вăхăт иртрĕ ĕнтĕ, умра _ çитес хĕл кунĕсем... _ Кĕтỹсене çарана вăхăтлă кăлартăмăр. Ура айĕнчи апат _ ешĕл курăк _ çителĕклех пулчĕ. Кунсăр пуçне кашни хуçалăхрах тенĕ пекех выльăхсене тăрантарма нгумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене уйăрнăччĕ. Тапăрта тăнă тата кĕтỹ аннă хыççăн хушма апат та панă. Хĕл çывхарать тенĕрен, выльăхсемшĕн шартлама сивĕсем хăрушă пулмĕç тетĕп. Халĕ кашни хуçалăхрах витесене хĕле хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Ку ĕçсем, тĕпрен илсен, "Исток", "Бездна", "Восход" тата "Нива" хуçалăхсенче вĕçленнĕ те ĕнтĕ. _ Николай Петрович, чĕпсене шутлар тенĕрен... _ Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем алла усса лармаççĕ. Иртнĕ тăхăр уйăхра, акă, районти ял хуçалăх предприятийĕсем 316 тонна аш-какай туса илнĕ. Ку енĕпе "Восход", "Искра", "Исток", "Карлинская" хуçалăхсене ырăпа палăртса хăвармалла. Сĕт туса илесси те пĕлтĕрхи шайран ỹсни сисĕнет. Тăхăр уйăхра пурĕ 2343 тонна е кашни ĕне пуçне вăтамран