Хамăр хыççăн ыр ят хăварасчĕ...
ЭПИР, ватă çынсем, пурнăçра мĕскер-мĕскер пулса иртнине питĕ лайăх ас тăватпăр. Çак тĕслĕхе халĕ те манаймастăп. Эпĕ ун чухне Васан ялĕнчи шкулта ĕçлеттĕм. Ача çамрăкчĕ те, хваттерте пурăнма тиврĕ. Пĕрре çапла шкултан таврăнтăм та, манăн ачан температури ỹссе кайнă иккен. Мĕн тумалла? Вăхăта вăраха ямасăр ялти медпункта тухса чупрăм, Н.Чеменеваран пулăшу ыйтрăм. Нина Григорьевна çийĕнчех манпа пĕрле хваттере çитрĕ, пепкене тĕрĕслерĕ. _ Район больницине ăсатма тивет, - пулчĕ унăн пĕтĕмлетĕвĕ. Ку вăхăтра васкавлă пулăшу машинисем çитсех каймастчĕç çав. Фельдшер вăрах шутласа тăмарĕ _ тỹрех лаша кỹлме тухса чупрĕ. Телее, унăн мăшăрĕ шăпах Шăмăршăран таврăннă пулнă иккен, йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çыншăн кỹлнĕ лашине шеллемен. Шăмăрша кĕске вăхăтрах çитсе ỹкрĕмĕр. Пире З.Беляева тухтăр кĕтсе илчĕ. Çапла майпа ултă уйăхри ачан пурнăçне çăлса хăвартăмăр. Сывлăх хуралĕнче ĕçлекенсемшĕн çакнашкал самантсем тĕл пулаççĕ, шурă халатлă çынсем вара кашнинех хăйсен тивĕçне Гиппократа тупа тунине шута илсе пурнăçлаççĕ. Вĕсенче ырă кăмăллăх туйăмĕ те пысăк. Н.Чеменеванах аса илер-ха акă. Васанта пурăнакансенчен кашнийĕнех ăна тав сăмахĕ каламалли пур. Пĕр поэт каланă пек: "Вăл хăйшĕн мар, çынсемшĕн пурăннă", - темелли çеç юлать. Ырă çын хăйĕн хыççăн ырă ят хăварать. Ку _ пурнăç тĕрĕслĕхĕ.