Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Театр творчествин фестивалĕ

РАЙОНТИ Культура керменĕнче çак кунсенче ачасемпе çамрăксен театр творчествин фестивалĕ иртрĕ. "Юмах çăл куçĕ" ятпа йĕркеленĕ мероприятире театр коллективĕсем тĕрлĕ юмахсен инсценировкисене лартса пачĕç, хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç. Жюри кăтартусене пĕтĕмлетсен Палтиелĕнчи вăтам шкулти пукане театрĕ лартса панă "Хĕветĕрĕн çатмисем" инсценировка пĕрремĕш вырăн йышăнни палăрчĕ (илемлĕх ертỹçисем Г.К.Валиевапа С.Р.Сандркина). Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчи (Н.В.Ермолаевапа Н.Н.Угарина) тата Карапай Шăмăршă Культура çурчĕ çумĕнчи (З.Н.Падюкова) драма кружокĕсен инсценировкисене жюри иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемпе чысларĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 октября 2008
00:00
Поделиться