Сăн ỹкерчĕке куç шăрçи пек упратпăр...
ÇАК сăн ỹкерчĕк çинчи çамрăк хĕрлĕ армеец _ Пуянкассинче çуралса ỹснĕ тата унтах пурăннă пирĕн атте, кăçал пурнăçран уйрăлса кайнă Петр Иванович Угарин. Вăл _ икĕ вăрçă участникĕ, ял-йышра хисеплĕ çын пулнă. Пирĕн атте 1937 çулта автошкул пĕтернĕ те, 41 çул хушши шоферта ĕçленĕ. Вăл финн вăрçинче те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те автомашина çỹретнĕ. Çапăçури паттăрлăхшăн панă орденпа медальсем çумне 1975 çулта мирлĕ ĕçшĕн наградăланă Ĕç Мухтавĕн III степень орденĕ хутшăннă. Хамăрăн аттене эпир яланах чĕрере тытатпăр, финн вăрçи вăхăтĕнче ỹкерттернĕ кивĕ сăн ỹкерчĕке те куç шăрçине упранă пек упратпăр. Ачисем.
"Шăмăршă хыпарĕ"