Лагерьсенче _ пиллĕкмĕш смена
КĂÇАЛХИ тăхăр уйăхра сывлăха çирĕплетмелли "Звездный" тата "Космонавт" лагерьсенче 79 ача, шкулсенчи кану лагерĕсенче 450 ача, çулталăкĕпех ĕçлекен "Чайка" лагерьте 26 ача каннă. Кĕркуннехи каникул кунĕсенче районти тата 14 ача "Салют" лагерьте канма пултараççĕ. Çавăн пекех, пирĕн района кашни уйăхрах "Чайка" лагере кайма виçшер путевка уйăраççĕ. Унта ачасене сывлав, апат ирĕлеслĕх, шăмăпа мышца, нерв системисен чирĕсенчен сиплеççĕ. Путевкăсене 6 çултан пуçласа 14 çула çитичченхи ачасене паратпăр.
"Шăмăршă хыпарĕ"