"Комсомолти çулсем ялан чĕрере"
ÇĔРШЫВ историне манма юрамасть. Акă, паян _ октябрĕн 29-мĕшĕнче _ комсомола туса хунăранпа 90 çул çитет. Аслăрах ăрури çынсен çамрăклăхĕ комсомолпа çыхăннă, ВЛКСМ ертсе пынипе çĕршывра ырă ĕçсем нумай тунă. Комсомол юбилейĕ ячĕпе эпир хаçатра 1972 çулхи сăн ỹкерчĕке пичетлес терĕмĕр. Унта шкулсенчи комсомол активĕн республикăри пухăвне хутшăннисене _ Шăмăршă районĕн çамрăкĕсене ỹкернĕ. Малти ретре сулахайра _ ВЛКСМ обкомĕн иккĕмĕш секретарĕ В.В.Сапожников, ун çумĕнчисем _ Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Н.Орлов тата çирĕммĕш Олимп вăййисен чемпионĕ В.Н.Ярды. Сăн ỹкерчĕкри ытти çынсем çинчен те пĕлес килет пирĕн. Çырăр, шăнкăравлăр, кĕрсе тухăр редакцие, район историне пĕрлехи вăйпа çырăпăр.