Хитре инке
ХĔРĔМ, Нина, йăмăкăм, аппа, кин, килĕнтеш, инке, анне, ани, кукамай, хуняма, асанне, кума, кỹршĕ... Çак сăмахсемпе чĕннĕ, чĕнеççĕ те Палтиел ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шăмăршăра пурăнакан Нина Семеновна Мулендеевана (Чекушкинана). Нина, йышлă çемьере асли пулнипе, çамрăклах ĕçе хăнăхнă, ашшĕ-амăшĕн пулăшаканĕ пулнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан выльăх-чĕрлĕх юратакан çамрăк хĕр Вăрнара вĕренме каять. Шăпа ăна çав вăхăтрах çемье çавăрма пỹрнĕ. Выльăх тухтăрĕн дипломне илсе хĕпĕртет çамрăк мăшăр. Ĕмĕр тăршшĕпех тăванĕсене, кỹршĕ-аршисене выльăхсемпе пăтăрмах сиксе тухсан пулăшать вара Н.Мулендеева. "Çыннăн талант пулсан, унăн вăл темиçе те", - тенĕ пĕр ăсчах. Пултаруллă тухтăр, маттур анне, тирпейлĕ кил хуçи, ал-ĕç ăсти, лайăх юрăç, ăста строитель, ĕçрен хăраман, шỹт тума юратакан хĕрарăм вăл пирĕн Нина инке. Килне кĕрсен, тĕрĕ тĕнчине путатăн, уруна хитрелетсе çыхнă тапочки тăхăнтартса ярать тараватлă кил хуçи. Мĕн тĕрлĕ кăна чечек çук-ши чỹрече саккисем çинче! Пахчара _ хăйсем лартса ỹстернĕ çимĕç паракан пан улми, слива, терн, ирга йывăççисем. Питĕ ĕçлеме юратать, юратать кăна мар, ĕçлеме пĕлет пирĕн "хитре инке". "Хитре инке килчĕ!" - савăнса кăшкăрса чупаççĕ килĕнтешĕн мăнукĕсем Нина Семеновнана юратнипе. Нинапа Витя Мулендеевсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Шăпа Нина Семеновнана тĕрлĕ енчен тĕрĕслесе пăхнă: малтан мăшăрне, унтан ывăлне çухатнă. Çапах пуçне усмарĕ, пурнăçпа малаллах талпăнать юратнă инке. Йышлă выльăх усраса, ăна укçана çавăрса çурт-йĕрне çĕнетсех тăрать Нина Мулендеева. Малтан выльăх тухтăрĕ пулса ĕçлерĕ, халĕ ĕнтĕ вунă çул ытла "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче техслужащире вăй хурать Нина Семеновна Мулендеева. Çак кунсенче юратнă инке çуралнă кунне паллă тăвать. Эпир ăна, йышлă тăванĕсем, çуралнă кун ячĕпе чĕререн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, сурпан пек вăрăм ĕмĕр, телейлĕ ватлăх сунатпăр. Ватлăх тесен, ватă çын куç умне тухса тăрать. Çук, Нина инкене ватă çын тесе калаймăн-ха, чунра, ал-урара вăй тапса тăрать-ха унăн! Ай, ытарма çук сире, Чунтан саватпăр сире, Ай, усратпăр ялан чĕрере...