Ентешсем _ режиссерсем
К.В.ИВАНОВ ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕ хăйĕн 91-мĕш сезонне Ф.Павловăн "Ялта" драмине лартнипе пуçланă. Ăна театрăн илемлĕх ертỹçи, СССР халăх артисчĕ, Виçпỹрт Шăмăршă чăвашĕ В.Яковлев лартнă. Часах сцена çине Шăмăршăри Культура керменĕнче ĕçлекен Н.Угарин çырнă "Туй курасси пулмарĕ" спектакль те тухĕ. Унăн режиссерĕ каллех пирĕн ентеш _ Хĕрлĕ Васан паççулккинче çуралса ỹснĕ, Раççей тата Чăваш халăх артисчĕ Г.Большаков. Декабрьте тепĕр премьера _ А.Толстойăн "Куккук куççулĕ" спектаклĕ. Ăна Чăваш халăх артисчĕ, Асанкассинче çуралса ỹснĕ Н.Корчаков режиссер лартать.
"Шăмăршă хыпарĕ"