Юратать вăл спорта
Александр Михайлович Ичанкин _ Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ преподавателĕ. Мĕн ачаран спорта юратаканскер, Александр Михайлович çитĕнекен ăрăва та сывлăхлă çитĕнме пулăшать. Самбо, дзюдо, чăваш халăхĕн "Кĕрешỹ" вăййисем районта анлă сарăлнинче А.М. Ичанкинăн тỹпи пысăк. Унăн вĕренекенĕсем Раççей, республика, район шайĕнчи ăмăртусенче призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ. А.М.Ичанкин _ Шăмăршăри "Лесник" тата "Тайфун" футбол командисене йĕркелекенсенчен пĕри. Хăй те футболла ăста вылять.
"Шăмăршă хыпарĕ"