Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Владимир Шуряков _ Тĕнче тата Европа чемпионачĕн иккĕмĕш призерĕ

ОКТЯБРĔН 9-13-мĕшĕсенче Архангельск хулинче кире спорчĕн Тĕнче тата Европа чемпионачĕ, Михаил Ломоносова халалласа Тĕнче турнирĕ иртнĕ. Унта кире спортĕнче пысăк утăмсем тунă, 40 çултан аслăрах мастерсем вăй виçнĕ. Çак ăмăртусене Шăмăршăра пурăнакан Раççей чемпионĕ, Тĕнче чемпионачĕн иккĕмĕш призерĕ В.П.Шуряков та хутшăннă. Владимир Петрович ăмăртусенче район чысне сумлăн хỹтĕленĕ. 24 тата 16 килограмлă кире пуканĕсемпе тĕрлĕ упражненисем пурнăçласа тата вăрăм циклта пысăк ăсталăх кăтартса 60-64 çулти спорт ветеранĕсем хушшинче вăл Тĕнче тата Европа чемпионатĕнче, Михаил Ломоносова халалланă Тĕнче турнирĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, пурĕ 6 кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Спортсменсене ăмăртусене хутшăнма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ пулнине шута илсе, çак пысăк мероприятисене пĕр тапхăртах йĕркелесе ирттернĕ. Ку ăмăртусене Украинăра пурăнакан 83 çулти вăрçă ветеранĕ, Тĕнче чемпионĕ Кирпичников та хутшăннă (чи асли пулнă). Тĕнче тата Европа шайĕнчи сумлă ăмăртусене хутшăнма укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн В.П.Шуряков район пуçлăхне В.П.Фадеева, С.А.Галкин предпринимателе тата "Бездна" фермер хуçалăхĕн ертỹçине А.И.Сатеева район хаçачĕ урлă чĕререн тав тăвать, çирĕп сывлăх, пархатарлă ĕçĕсенче ăнăçу сунать. Спортра пысăк çитĕнỹсем тунă ятпа Владимир Петровича ăшшăн саламлатпăр, малашнехи ăмăртусенче те ăнăçу сунатпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 октября 2008
00:00
Поделиться