Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Паллашăр: район пуçлăхĕн стипендиачĕсем

КĂÇАЛХИ сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вĕренỹ çулĕ вĕçленичченех районти вăтам тата тĕп шкулсенчи лайăх енчен уйрăмах палăрнă 12 вĕренекен район пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрĕ. Çакăн çинчен калакан йышăнăва район пуçлăхĕ В.П.Фадеев октябрĕн 3-мĕшĕнче алă пуснă. Стипендиантсен йышĕнче _ Шăмăршăри вăтам шкулăн 10 класĕнче вĕренекен Алсу Басыровпа Екатерина Муромцева, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулăн 11 класĕнче вĕренекен Сергей Ермолаев, Палтиелĕнчи вăтам шкулăн 10 класĕнче вĕренекен Венера Габитова, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулăн 11 класĕнче вĕренекен Татьяна Ларионова, Анат Чаткасри вăтам шкулăн 9 класĕнче вĕренекен Мария Капралова, Васанти вăтам шкулăн 10 класĕнче вĕренекен Ольга Хайлова, Чукалти тĕп шкулăн 9 класĕнче вĕренекен Екатерина Симурзина, Пуянкассинчи тĕп шкулăн 9 класĕнче вĕренекен Елена Батрова, Патирекри тĕп шкулăн 9 класĕнче вĕренекен Азалина Кафизова, Виçпỹрт Шăмăршăри тĕп шкулăн 9 класĕнче вĕренекен Анатолий Савельев тата Кивĕ Чукалти тĕп шкулăн 9 класĕнче вĕренекен Ольга Тюнюкова. Ял-йыш чысларĕ ĕçчене ĔМĔРĔ тăршшĕпех тăван ялта пурăнать Çĕнĕ Чукалти Ю.П.Губанов. Тыр-пул çитĕнтернĕ, выльăх апачĕ хатĕрленĕ, хастар ĕçпе чыс-хисеп çĕнсе илнĕ. Çак кунсенче Юрий Петрович 60 çул тултарчĕ. Юбиляра ялти Культура çуртĕнче халăхпа чысларĕç. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем ăна илемлĕ юрăсем парнелерĕç. Чи пысăк чыс вара _ Ю.П.Губанова нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлтан тăрăшса ĕçленĕшĕн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăлани. Юбиляр хăйне çапла хисепленĕшĕн чĕререн тав турĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 октября 2008
00:00
Поделиться