Картиш тулли выльăх _ хуçа валли пурлăх
ЙЫШЛĂ выльăх-чĕрлĕх усракансем ялсенче çеç мар, район центрĕнче те пур. Вĕсенчен пĕри _ Б.Силюков. _ Хама фермер тесе те, предприниматель тесе те шутламастăп. Эп _ ахаль хресчен, - терĕ вăл. _ Выльăхсене вара мĕн ачаранах юрататăп. Килти хушма хуçалăха аталантарас шухăш Борис Сергеевичăн пуçне виçĕ çул каялла пырса кĕнĕ. Патшалăхран çăмăллăхлă ссуда илнĕ те, çамрăк выльăхсем туяннă. _ Пурнăç хистерĕ, - пытармасть кил хуçи. _ Ĕç тупăнмарĕ. Çыннăн вара мĕнле-тĕр пурăнмалла вĕт. Пĕр янă тымар вăй илсех пырать. Малтанласа темиçе пуç выльăхран пуçланнă ĕç аталансах пынă, хуçалăхра пĕчĕк ферма йĕркеленнĕ: мăйракаллă шултра выльăхсем те, сыснасем те йышлă усрама тытăннă Б.Силюков. Халĕ те пушă мар унăн витисем. Паянхи кун Борис Сергеевич 12 сысна усрать. Вĕсенчен вуннăшĕ - çăвăрлаканнисем, пысăк шурă ăратлисем. Кăçал кăна вăл çитмĕле яхăн çура илнĕ, вĕсене ăнăçлă вырнаçтарма май килнĕ. _ Ĕне выльăхсенчен хальлĕхе пĕр вăкăр кăна юлчĕ-ха, - тет кил хуçи. _ Пĕччен пурăннăран сăвакан ĕне тытма йывăртарах. Кайăк-кĕшĕк те йышлă усрать Б.Силюков: 12 хур, 50 чăх ун картишĕнче. Кунсăр пуçне унăн хăйĕн утарĕ, унта _ 35 вĕлле. Кăçал утарçă 15 фляга _