Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çамрăксен организацийĕсен слетĕнче пулчĕç

ШĂМĂРШĂ районĕн çамрăкĕсем нумаях пулмасть Атăлçи федераллă округри çамрăксен организацийĕсен Самарти слетне кайса килчĕç. Чăваш Республикин делегацийĕн йышĕнче райадминистрацин çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Координаци Совечĕн, Палтиел тата Анат Чаткас ял поселенийĕсен Çамрăксен Совечĕсен, Шăмăршă вăтам шкулĕнчи, районти тĕп больницăри тата "Чăваш вăрманĕ Наци паркĕ" патшалăх учрежденийĕнчи Çамрăк специалистсен Совечĕсен членĕсем пулчĕç. Слет питĕ интереслĕ иртрĕ. Делегацисен командисем тĕрлĕ конкурссенче ăмăртрĕç (тренингсем, презентацисемпе тĕрлĕ проектсем, спорт вăййисем). Мероприяти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен пирĕн делегацие Самар облаçĕн Культура тата çамрăксен политикин министерствин Дипломĕпе чысларĕç. Ĕçлĕ лару-тăрура иртнĕ слетра çамрăксен организацийĕсем пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашни малашне ĕçре çĕнĕлĕхсем кĕртме май парĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 октября 2008
00:00
Поделиться