Шăмăршă ачи _ пĕрремĕш
ÇАК кунсенче Хусанта кунти ачасемпе çамрăксен "Ракета" спорт шкулĕн парнисене çĕнсе илес тĕлĕшпе самбо енĕпе ирĕклĕ турнир пулса иртнĕ. Ăмăртусене çак спортăн Пĕтĕм тĕнчери правилисемпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Çак ăмăртусене, Чăваш Республикин чысне хỹтĕлесе, Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăха туптакансем те хутшăннă. 30 килограма çити виçере Артем Егоров пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çак çĕнтерỹре унăн тренерĕн _ А.В.Филипповăн тỹпи те пĕчĕк мар.
"Шăмăршă хыпарĕ"