Хут çĕленсен фестивалĕнчен _ çĕнтерỹпе
ОКТЯБРĔН 3-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар ипподромĕнче хут çĕлен вĕçтерсе ăмăртакансен республикăри фестивалĕ иртнĕ. Шăмăршă районĕн чысне унта Чукалти тĕп шкулти "Чăпар тỹпе" кружока çỹрекенсем (ертỹçи _ А.С.Еремеев) хỹтĕленĕ. Личнăй зачетра Екатерина Симурзина (9 класс) иккĕмĕш, Михаил Андреев (9 класс) тата Николай Устимов ( 8 класс) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Пĕтĕмĕшле зачетра та чукалсем виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. КИД членĕсем _ Краснодар крайĕнче ÇАК кунсенче Краснодар крайĕнчи Кущевская станицинче çĕршыври интернационалла туслăх клубĕсен (КИД) фестивалĕ пулса иртнĕ, ăна шкул 75 çул тата "Пĕрлĕх" КИД 40 çул тултарнине халалланă. Фестивале Шăмăршăри вăтам шкулти Саманта Смит ячĕллĕ КИД членĕсем те (ертỹçи _ Елена Шумилова) хутшăннă. Çĕнĕ туссем тупни, тĕрлĕ халăх ачисен юрри-ташшипе паллашни нумайлăха асра юлĕ. Çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыв патриочĕсем пулма воспитани панăшăн станицăри 1-мĕш шкул дирекцийĕ Елена Шумилована Хисеп грамотипе наградăланă.