Хăтлă хваттер, уйрăм çурт
ÇАК кунсенче Шăмăршăри Космовский урамĕнчи 20-мĕш çуртра пурăннă çынсем Ленин урамĕнче нумаях пулмасть хута янă çĕнĕ çурта куçма тытăнчĕç. 30 çемьешĕн ку чăннипех те пысăк савăнăç, вăл шутран 16 çемьене "Авариллĕ тата хăрушлăх пур çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ пурăнмалли çуртсене куçарасси" Федераллă программăпа килĕшỹллĕн çĕнĕ хваттерсем уйăрса панă. Хваттерсенче ку чухнехи пур условисем те пур. Çавăн пекех, çитес вăхăтрах Ленин урамĕнчи 31, 31 "а" номерлĕ çуртсен территорийĕсене те тирпей-илем кĕртме палăртнă. Çурт-йĕр тăвассине илес пулсан, кăçал Шăмăршăра пурăнмалли 1054 тăваткал метр чухлĕ çурта хута янă. Кунсăр пуçне ялсенче те уйрăм çынсем сахал мар çурт-йĕр тăваççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ку кăтарту 7555 тăваткал метрпа танлашать. Çынсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе районта виçĕ программа ĕçлет. Сăмахран, "Çамрăк çемье" программăпа килĕшỹллĕн, ултă çемье çурт лартма, саккăрăшĕ тỹлесе илме 5 миллион тенкĕ ытлалăх свидетельствăсем илнĕ. "Çамрăк специалист" программа та вăя кĕрсе пырать. Ку тĕлĕшпе 8 çемьене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме 1 миллион та 310 пин тенкĕлĕх укçа уйăрма документсем хатĕрлесе çитернĕ. Ялта пурăнакан 35 çула çитмен граждансен социаллă аталанăвне анлăлатасси те манăçа юлмасть. Вĕсем валли 1 миллион та 210 пин тенкĕ уйăрнă. Ултă çемьерен тăваттăшĕ ятарлă свидетельствăсем илнĕ те ĕнтĕ, иккĕшĕ пирки документсем хатĕрлесе çитернĕ.