Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хăйсен ыйтăвĕсемпе _ район пуçлăхĕ патне

КĂÇАЛХИ виççĕмĕш кварталта район администрацине граждансенчен пурĕ 15 çыру килнĕ, çав шутра виççĕшĕ _ çỹлерех тăракан органсем урлă. Чи нумай çыру Васан ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакансенчен килнĕ, икĕ çыру _ Шупашкартан, пĕр çыру _ Казах Республикинчен. Çырусенче хускатакан ыйтусем, тĕпрен илсен, социаллă ыйтусене тивĕçтерессипе тата пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă. Граждансен çырăвĕсене пурне те вăхăтра пăхса тухнă. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев кашни тунти кунпа шăмат кунах граждансене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăнать. Июль-сентябрь уйăхĕсенче йышăнăва 35 çын пынă, ыйтусене май пур таран татса пама тăрăшнă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 октября 2008
00:00
Поделиться