Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВЫПУСКНИКСЕМ шкула пулăшаççĕ

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкул выпускникĕсенчен чылайăшĕ тăван шкула май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Акă, 1978 çулта шкул пĕтернĕ выпускниксем кăçал август пуçламăшĕнче тĕл пулу ирттерчĕç. Тăван шкула асăнмалăх парне те хăварчĕç вĕсем (класс руководителĕ А.Т. Волкова пулнă). Парне _ çĕнĕ теннис сĕтелĕ _ спортзалта тăрать. Ачасем халĕ кулленех теннисла выляççĕ, хăйсен спорт ăсталăхне туптаççĕ. Л.И.Сидоровапа В.М.Петьков вара кăçалхи вĕренỹ çулĕ тĕлне тăван шкула чечек савăчĕсем туянса пачĕç. Икĕ хутлă шкул коридорĕсене тата хăш-пĕр кабинетсене халĕ çав савăтсенчи чечексем илем кỹреççĕ. Ю.В.Столяров шкула юсама шпатлевка парса пулăшрĕ. Юрий Витальевич шкулта мероприятисем ирттерме те спонсор пулăшăвĕ парать. В.Н.Петьков, Н.А.Столяров, А.М.Чернов тата ытти хăш-пĕр выпускниксем шкула тĕрлĕ майпа пулăшу парса тăнине, тăван шкула манманнине палăртма кăмăллă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 октября 2008
00:00
Поделиться