Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тутар культурин кунĕ иртет

 РАЙОН администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕ кăçалхи октябрĕн 24-мĕшĕнче Палтиелĕнчи Культура çуртĕнче тутар культурин кунне-фестивальне ирттересси çинчен йышăну кăларнă. Фестивалĕн суйласа илмелли тапхăрĕ октябрĕн 17-мĕшĕнче Асанкассинчи Культура çуртĕнче иртĕ, унта уйрăм солистсемпе пултарулăх коллективĕсем хутшăнĕç. Фестиваль вокал жанрĕ, инструментсен жанрĕ, ташă жанрĕ, илемлĕ сăмах жанрĕ, ал ăсталăх жанрĕ номинацисемпе иртет.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 октября 2008
00:00
Поделиться