Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Нарспи" поэмăна çырнăранпа 100 çул тултарнине хатĕрленсе

ÇАК кунсенче районти тĕп библиотекăра библиотекарьсен районти семинарĕ иртнĕ. Унта библиотека директорĕ Валентина Львова тухса калаçнă, чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов "Нарспи" поэмăна çырнăранпа 100 çул çитнине халалласа иртекен районти уяв программипе паллаштарнă. Библиотека документацийĕн презентацийĕпе те ("Оценка документации библиотеки как элемент системы управления качества информационно-библиотечного обслуживания") _ ăна ирттерме директора Ирина Хураськина библиотекарь пулăшнă _ пухăннисем кăмăллă юлнă. Çак темăпах Васанти тата Виçпỹрт Шăмăршăри библиотекăсен заведующийĕсем тухса калаçнă. Малалла вара методикăпа библиографи пайĕн заведующийĕ Ирина Морозова библиотекăсен ĕç-хĕлне лайăхлатма май паракан менеджмент системин пахалăхĕ пирки, ача-пăча уйрăмĕн аслă библиотекарĕ Светлана Ларионова ачасен библиотекисен ĕçченĕсен квалификацие ỹстерекен регионсем хушшинчи курссене _ Ульяновск хулине хăй мĕнлерех кайса килни, ĕç валли нумай çĕнĕлĕхсем илни çинчен каласа панă. Палтиел поселени библиотекин ĕçченĕсем хăйсем хатĕрленĕ тĕрлĕ тематикăллă электронлă материалсемпе паллаштарнă. "Тăван енри пултаруллă çынсем" темăпа ялсенчи сăвăсемпе калавсем тата пьесăсем çыракансем пирки районти пĕтĕмĕшле электронлă кăтарту никĕсне хатĕрлеме тивĕçлĕ материалсем те илсе килнĕ семинара районти библиотекарьсем. Малашне вара "Тăван енри традицисем, йăла-йĕркесем" никĕс валли материалсем пуçтарма пуçлĕç. Пĕрлех ялсенчи тĕрĕçсем, йывăçран касса хитре экспонатсем тăвакансем, шăрçасемпе çĕлесе, хăваран авса тĕрлĕ япаласем ăсталама пултаракан çынсем те манăçа юлмĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 октября 2008
00:00
Поделиться