Ирçесен фольклорне тĕпченĕ
ИРТНĔ эрнере Шăмăршă районĕнчи ирçесем пурăнакан Палтиел, Ирçе Тĕкки, Ярăслав ялĕсенче ЧР Халăх пултарулăх çурчĕн делегацийĕ пулнă. Вĕсем çак халăхăн фольклорне пуçтарнă. Экспедици вăхăтĕнче ирçесен такмакĕсене, туй, вăйă карти тата уйрăм 17 юрă çырса илнĕ. Кунта пухнă аудио- тата видеоматериалсемпе октябрь уйăхĕн вĕçĕнче Пăрачкав районĕнчи Напольное ялĕнче иртекен республикăри ирçесен пултарулăх коллективĕсен ертỹçисен семинар-практикумĕнче паллаштарĕç.
"Шăмăршă хыпарĕ"