Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ан ỹркен çеç...

ÇĔР лаптăкĕ ытла нумаях мар манăн _ 40 гектар патнелле çеç. Анчах çак лаптăкăн пĕр пусăмĕ те ахаль выртмасть. Кăçал кăна, сăмахран, 30 гектар урпа акса ỹстертĕм. Тухăçĕ те, çанталăкне кура, начарах мар пулчĕ _ кашни гектартан çирĕмшер центнер ытла çапса илтĕм. Нумай çул ỹсекен курăксене те çитĕнтеретĕп. Вĕсем çичĕ гектар шутланаççĕ. Çу каçа вĕсене икĕ хутчен çулса илтĕм, çителĕклĕ таран паха утă хатĕрлерĕм. Çанталăк чипер тăрсан, виççĕмĕш хут та çуласшăн. Çĕр хăйне пăхнине юратать. Кăçал пĕтĕм лаптăк çинче çĕртме сухи туса хăварасшăн. "Çĕр апачĕ" те _ тислĕк _ хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупĕ: унсăр çитес çул пысăк тухăç илеймĕн. Халĕ _ ĕлĕкхи мар: суха пуçĕпе кăна малалла каяймăн, техника кирлĕ. Ку тĕлĕшпе чăрмавсем çукрах темелле. Т-70 маркăллă трактор, ГАЗ-53 автомашина яланах юсавлă. Чăнах та, хальлĕхе тыр-пул пухса илекен комбайн çук. Кăçал ку тĕлĕшпе кỹршĕ ялти "Карла" фермер (хресчен) хуçалăхĕн ертỹçи Г.Макаров пысăк пулăшу пачĕ. Тавах ăна çакăншăн. Хамăн çĕр çинче туса илнĕ тухăç ăçта каять тетĕр? Услам илес шутпа сутмастăп ăна, килте йышлă выльăх-чĕрлĕх усратăп. Паянхи куна хуçалăхра пĕр ĕне, сакăр пăру, вăтăр пуçа яхăн сысна пур. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, килти хуçалăха аталантарма эпĕ патшалăхран икĕ хутчен çăмăллăхлă кредит илтĕм. Çак кредит _ питĕ усăллă, çавăнпа та эпĕ ытти çынсене те патшалăх пулăшăвĕпе усă курма сĕнетĕп.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 октября 2008
00:00
Поделиться