Çут çанталăк тусĕсен слечĕ
ÇУТ çанталăка сыхлас тата унăн пуянлăхĕсене упраса хăварас тĕлĕшпе "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ чăннипех те питĕ пысăк ĕç тăвать, ку тĕлĕшпе тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем ирттерет. Нумаях пулмасть кăна-ха вăл пуçарнипе Пăчăрлă Пашьелĕнче "Наци паркĕн çамрăк тусĕсем" ятпа районти слет пулса иртрĕ. Районти кашни шкулах хутшăнчĕ унта. Слетăн теориллĕ пайĕ Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта иртрĕ. Пилĕк конкурсра вăй виçрĕç çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем: сыхланакан тавралăха пĕлекенсем, вăрманçăсем, ботаниксем, зоологсем тата гидробиологсем хăйсен командисене очкосемпе балсем ытларах кỹрес тĕлĕшпе тупăшрĕç. Юлашкинчен вара "Салам, тĕлĕнтермĕш сĕм вăрман!" темăпа агитбригадăсен конкурсĕ иртрĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх, слетра кил хуçисем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн дирекцийĕ çĕнтерỹçĕ командăсене, конкурссенче палăрнă ачасене Хисеп грамотипе чысларĕ, пылак кучченеçсем _ тортсем _ парса хавхалантарчĕ. Кунсăр пуçне слета хутшăннă кашни вĕренекенех ятарлă сертификатсене тивĕçрĕ.