Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ватлăхри канлĕх

 ÇЫННĂН ватлăхри шăпи тĕрлĕрен килет. Пăчăрлă Пашьелĕнчи ветерансемпе инвалидсем вăхăтлăх пурăнакан уйрăмра районти 13 çын хăйĕн ватлăхри тăнăçлăхне тупнă. 7 арçынпа 6 хĕр арăм кунта килнишĕн пĕрре те ỹкĕнмеççĕ. Вĕсенчен 5-шĕ _ инвалидсем. Çуртра 1928 çулта çуралнисенчен пуçласа 1940 çулта кун çути курнă çынсем туслăн, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Паллă ĕнтĕ, коллективри моральпе психологи тĕлĕшĕнчи лару-тăру руководительтен нумай килет. Н.Н.Мандрюкова заведующи _ вăл уйрăма 2002 çултанпа ертсе пырать _ ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыма тăрăшать. Зоя Кудряшовапа Светлана Копылова социаллă работницăсем çуртри тата ун таврашĕнчи тасалăх-тирпейлĕхшĕн тимлеççĕ, ватăсене пăхас, вĕсене килти евĕр условисем туса парас тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ. Надежда Угарина повар апата яланах тутлă пĕçерсе хатĕрлет. Уйрăмăн 30 сотăй çĕр лаптăкĕ те пур. Унта çĕр улми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, купăста, сухан тата хăярпа помидор акса-лартса çитĕнтереççĕ. Хушма хуçалăхра хурсем те усраççĕ. Уйрăм ĕçченĕсемсĕр пуçне, тĕрлĕ ĕçсене ватăсем те хастар хутшăнаççĕ. Хуçалăхри тухăç столовăйри апата йỹнерех тума май парать. Кану пỹлĕмĕнче "Советская Чувашия", "Пенсионер" тата "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатсене тирпейлĕн пухса-çĕлесе пыраççĕ. Вĕсемпе пенсионерсем яланах кăсăкланса паллашаççĕ. Тĕслĕ телевизорпа вĕсем хăйсем юратакан передачăсене пăхма та кăмăллаççĕ. Магнитофонпа вара хăйсем килĕштерекен юрăсене итлеççĕ. Хăш-пĕр ватăсем хăйсен чун канăçлăхне ялти чиркĕве çỹресе тупаççĕ. Николай атте уйрăма хăй те тăтăшах çỹрет, кĕлĕсем тăвать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 октября 2008
00:00
Поделиться