Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сирĕншĕн 100 хут авăттăр куккук...

 ШĂМĂРШĂРИ ветерансем тата инвалидсем вăхăтлăх пурăнакан уйрăмра 11 çын (4 арçынпа 7 хĕр арăм) кун кунлать те çĕр çĕрлет. Уйрăм ĕçченĕсем (заведующийĕ Татьяна Димитриева) çак ватăсем хăйсене килти пек туйччăр, лайăх условисенче пурăнччăр тесе тăрăшаççĕ. Кану пỹлĕмĕнче пенсионерсем телевизорпа хăйсем килĕштерекен телепередачăсене пăхаççĕ, хаçатсемпе кĕнекесем вулаççĕ (унта илемлĕ литература çỹлĕкĕсем те пур), диван е кресло çине ларса чăлха-нуски çыхнă май пурнăçри тĕрлĕ самантсене аса илеççĕ. Çурт умне те час-часах уçăлма тухса лараççĕ ветерансемпе инвалидсем. Унта вĕсем çутçанталăк илемĕпе киленеççĕ, хăйсем юратакан район хаçатĕнчи статьясене сỹтсе яваççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 октября 2008
00:00
Поделиться