Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пурăнать ялта хисеплĕ ватă...

 ВĂРÇĂ çулĕсенчи асап-тертне çав вăхăтра пурăннисем сахал мар тỹснĕ. Пĕрисем _ çапăçу хирĕсенче юн тăкнă, теприсем _ çĕнтерĕве çывхартас тесе тылра ырми-канми вăй хунă. Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă И.Ухтияровăн та хăрушă вăрçă ахрăмне чăтса ирттерме тивнĕ. Ильяс Илендеевич 1914 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Вĕсен çемйи тĕне кĕмен чăвашсен шутĕнчен пулнă. Унăн амăшĕ _ Неçихва _ Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинчен качча килнĕскер, 96 çул пурăннă. Ашшĕ те сахал мар çăпата çĕтнĕ, пурнăçран Илентей 87 çулта уйрăлса кайнă. Вĕсем ĕмĕр тăршшĕпех çĕр ĕçĕпе аппаланнă. Ильяс Илендеевич ялти тăватă класлă шкула пĕтерсе пĕлỹ илнĕ. Унпа пĕр класра пулас чăваш халăх çыравçи Илпек Микулайĕ вĕреннĕ. Вĕсен иккĕшĕ туслă çыхăнура пурăннă. 1941 çулхи августăн 28-мĕшĕнче И.Ухтиярова çара илнĕ. Вăл 8-мĕш Гварди дивизийĕн комендант ротинче службăра тăнă. Унăн тĕрлĕ çапăçусене кĕме тивнĕ. Çапăçусенчен пĕринче Ухтияров пулеметчик йывăр аманнă. Çакă 1942 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче Холм хули патĕнче пулнă. Ильяс Илендеевичăн медсанбатра сывалма тивнĕ. Ăна каярах комисси çар хĕсметне юрăхсăр тесе палăртнă. Вăрçă хыççăн вăл "Правда" колхозра арманçăра, 70-мĕш çулсенче выльăх-чĕрлĕх витисене çĕкленĕ çĕрте вăй хунă. Çавăн пекех ялти çынсене çурт-йĕр хăпартнă чухне те пулăшнă. Мăшăрĕпе Анна Алексеевнăпа ултă ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паллах, И.Ухтияровăн орден-медальсем те пур. Унăн кăкăрĕ çинче уявсенче Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕ, "1941-1945 ç.ç. Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн" медаль тата юбилейсенче панă ытти медальсем ялтăраççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 октября 2008
00:00
Поделиться