Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

П.Семенов депутатпа тĕл пулчĕç

ИРТНĔ эрне кун район çыннисем райадминистрацин актовăй залĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе П.В.Семеновпа тĕл пулчĕç. Мероприятие райадминистраци пуçлăхĕ В.П.Фадеев уçрĕ. Валерий Петрович районти уй-хирсенче тĕш-тырăсене пĕтĕмпех пухса кĕртнине, вĕсем лайăх тухăçлă пулнине, кĕрхи культурăсене кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах акса хăварнине, çĕр улми кăларасси вĕçленсе пынине, чĕкĕнтĕр уйĕсенче те ĕçсем анлăн сарăлнине палăртрĕ, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. В.П.Фадеев хамăрăн депутатран пулăшу та ыйтрĕ. Акă, Шăмăршăра пĕччен ватăсемпе инвалидсене пурăнма Ветерансен çĕнĕ çурчĕ кирлĕ. Пĕчĕккисене ача сачĕсене вырнаçтарас ыйту та райцентрта çивĕч тăрать. Шăмăршăри вăтам шкул корпусĕ çумĕнчи малтан классем пулнă уйрăм çурта реконструкцилесен тепĕр ача сачĕ уçма май пур. Çак пысăк ĕçсене пурнăçлама Федераллă бюджетран укçа уйăрсан питĕ вырăнлă пулмалла. П.В.Семенов ку ыйтусене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче çĕклеме, вĕсене татса парас тĕлĕшпе пулăшма шантарчĕ. Малалла вара Павел Владимирович хăй тата ытти депутатсем регионсен политикин ыйтăвĕсемпе мĕнлерех ĕçлесе пыни çинчен каласа пачĕ. Малалла вара пирĕн депутат уйрăм пỹлĕмре район çыннисене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнчĕ. П.В.Семеновпа пĕрле унăн пулăшуçи А.М. Чернов та пулчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 октября 2008
00:00
Поделиться