Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Прививка тунин усси пысăк

НАЦИ проектне пурнăçласа, 2007-2008 çулсенчи эпидеми тапхăрĕнче хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан ушкăнри районти 2300 çынна (сывлăха сыхлас тата вĕрентỹ учрежденийĕсенче ĕçлекенсене, 60 çултан аслăрах çынсене, ача сачĕсене çỹрекенсемпе шкул ачисене) грипран сыхланас тĕлĕшпе ятарлă привикăсем тунă. Çавăн пекех, хушма укçа-тенкĕ çăлкуçĕсен шутĕнчен тата 170 çынна (прививка тунисен 7,4 проценчĕ) вакцинаци тума май килнĕ. Çак тĕллевпе грипа хирĕçле вакцинăсем туянма 25,5 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Ку енĕпе вырăнти бюджетăн ассигнованийĕ _ 12,9 процентпа, предприятисемпе организацисен _ 75,3 процентпа, ытти çăлкуçсенчен 11,8 процентпа танлашнă. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, 2008-2009 çулсенчи тапхăрта 2450 çынна прививка тума палăртнă. Вăл шутран шкул çулне çитмен ачасем _ 360, шкулта вĕренекенсем _ 1250, сывлăха сыхлас тата вĕрентỹ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем _ 1250, 60 çултан аслăрах çынсем _ 290. 2007-2008 çулсенчи тапхăра илес пулсан, çакна палăртмалла: эпидеми сезонĕ вăхăтĕнче районта пурăнакан халăхăн 15,1 процентне грипран иммунопрофилактика витĕр кăларнă, е, ачасемпе çамрăксен 56,16, ача сачĕсене çỹрекенсен 71,1 процентне прививкăсем тунă. Çавăн пекех, коммуналлă службăра ĕçлекенсен 32, суту-илỹпе обществăлла аталану системинче вăй хуракансем 44, промышленность предприятийĕсенче тăрăшакансем 9,2 процентне прививкăсем тума майсем тупнă. Юлашки икĕ çулта иммунизаци ĕçĕсене лайăхлатнине пула районта çынсем гриппа чирлесси сахалланни палăрать, эпидеми шайĕ те пĕр шайрах, çакă февраль-март уйăхĕсенче çеç сисĕнет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 октября 2008
00:00
Поделиться