Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Патшалăх пулăшĕвĕ сисĕмлĕ

ВАТЛĂХПА пенси илсе тăракан ветерансене, инвалидсене патшалăх уйăракан тĕрлĕ çăмăллăхсемпе вăхăтра та туллин тивĕçтерсе тăрасси районти социаллă хỹтлĕх пайĕн работникĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Пенси тỹлесе тăнисĕр пуçне, патшалăхăн ытти енлĕ пулăшăвĕ те сисĕмлĕ. Ĕç ветеранĕсем, сăмахран, пенси çумне 335-шер тенкĕ хушма укçа илеççĕ. Кунсăр пуçне вĕсем коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тата телефон çыхăнăвĕшĕн те çур хак кăна тỹлеççĕ. Ĕç ветеранĕсем, сăмахран, пенси çумне 335-шер тенкĕ хушма укçа илеççĕ. Кунсăр пуçне вĕсем коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тата телефон çыхăнăвĕшĕн те çур хак кăна тỹлеççĕ. Ĕç ветеранĕсене _ вĕсем районта пурĕ 2050-ăн шутланаççĕ _ тĕрлĕ çăмăллăхсемшĕн тỹлеме 4 миллион та 240 пин тенкĕ расхутланă. Тыл ĕçченĕсене патшалăх уйăхсерен 610 тенкĕ хушма тỹлев уйăрать. Çак категорири ветерансене _ вĕсем пурĕ 940ĕн шутланаççĕ _ 8 уйăхра 2 миллион та 150 пин тенкĕ пулăшу панă. Политика репрессийĕсенче инкек тỹснисем _ вĕсем 32-ĕн _ кашни уйăхра 1390-1630-шар тенкĕ илсе тăраççĕ. Вĕсене патшалăх кăçал пурĕ 362 пин тенкĕ уйăрнă. Асăннă категорири граждансене кăçал 8 путевка панă. Вĕсем хăйсен сывлăхĕсене республикăри "Вега" санаторире çирĕплетнĕ. Вăрçă участникĕсемпе (63 фронтовик) салтак арăмĕсем коммуналлă çăмăллăхсемшĕн 50 процент кăна тỹлеççĕ. "Ветерансем çинчен" Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, фронтовиксене çăмăл автомашинăпа тивĕçтересси малалла пырать. Автомашина илме 2005 çулччен черете тăнă ветерансенчен 4-шĕ кăçал "Жигули" илнĕ. Вăрçă ветеранĕсенчен хăшĕ-пĕрисем автомашина вырăнне укçан илме кăмăлларĕç. Çак компенсаципе вĕсене çывăх вăхăтрах тивĕçтерĕпĕр. Шăмăршăра пурăнакан вăрçă инвалидне тỹлевсĕр хваттер илме сертификат панă. Пирĕн пата пенсионерсем тĕрлĕ ыйтусемпе килсех тăраççĕ. "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят илессипе çыхăннă ыйтусем те сахал мар. Аса илтеретпĕр: кун валли ĕç стажне çирĕплетекен справка тата патшалăх наградисем тăратмалла. Паспорта пĕрле илсе килмелле. Районти халăха социаллă пулăшу парса тăракан центр та _ ăна А.П.Вазанов ертсе пырать _ ватăсене тимлĕх уйăрас тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Центр çумĕнче пĕччен ватăсене пăхса тăрас, вĕсене май килнĕ таран пулăшас енĕпе 2 уйрăм йĕркеленĕ. Ялсенчи социаллă работниксем ватăсен килĕсене çитсе, вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăраççĕ. Шăмăршăра, Пăчăрлă Пашьелĕнче тата Палтиелĕнче пĕччен ватăсемпе инвалидсем пурăнмалли уйрăмсем (унчченхилле каласан, Ветерансен çурчĕсем) пур. Вĕсенче хĕрĕхе яхăн арçынпа хĕр арăм хăйсен ватлăхри канлĕхне тупнă. Çуртсене газпа хутса ăшăтаççĕ, вĕсене хĕле тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 октября 2008
00:00
Поделиться