Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Нушине те тỹснĕ, ыррине те курнă

"ĔМĔР сакки сарлака..." - тесе юрлаççĕ чăваш юрринче. Чăннипех те сарлака та вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттернĕ Кахăрлă Шăхаль ялĕнчи ĕç ветеранĕ А.Т.Юманова. 1923 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче хамăр районти Тури Чаткас ялĕнче, нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă вăл. Колхозсем аталаннă çулсенче вĕсен çемйи Триер поселокне куçса каять. Вăл вăхăтра Анна Чаткасра 4 класс пĕтернĕ пулнă ĕнтĕ. Унăн ашшĕ Афанасьев Тимук техникăпа ĕçлеме ăста пулнă, çавна май ăна тĕрлĕ çĕре ĕçлеме куçарнă. Аннан вара Палтиел шкулĕнче те, Хурăнварта та вĕренме тивет. Вăрçă пуçлансан çамрăк хĕрсене Улатăр таврашне окоп чавма илсе кайнă. Выçăллă-тутăллă пурăнма, сивĕ çĕрте нумай нуша тỹсме тивнĕ. Хăйсемех вăрман касса хăйсем валли пурăнма бараксем тунă... "Триер" колхозра çамрăк хĕр счетоводра вăй хурать, çав вăхăтрах комсорг ĕçне те туса пырать. Комсомол райкомĕн пленумĕсенче нумай ыйтусемпе тухса калаçнă. Вăрçăн юлашки çулĕнче Анна Кахăрлă Шăхаль каччипе Петр Юмановпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. 50 çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăнса 9 ача çуратса ỹстернĕ, вĕсен килĕнче яланах йĕркелĕх те тирпейлĕх хуçаланнă. Мăшăрĕ, Петр Константинович вăрçă суранĕсене пула çак çулсене çитиччен пурăнаймарĕ. Нумай ачаллă пулсан та, колхоз ĕçĕсенчен нихăçан та юлман А.Юманова. Пархатарлă ĕçшĕн "Ĕç ветеранĕ" ята илме тивĕçлĕ пулнă. Анна аппа хальхи вăхăтра Владимир ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Сывлăхĕ хавшакрах пулин те, куçĕ курать, хăлхи илтет, хаçат-журнал вулама юратать. "Ача чухне Триерта эпир Илпек Микулайĕпе кỹршĕллĕ пурăнаттăмăрччĕ, эпĕ ăна "Миккалай тете" тесе чĕнеттĕм. Халь те ак ун кĕнекине вулатăп-ха", - тет Анна аппа. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем, кинĕсемпе кĕрỹшĕсем, нумай-нумай мăнукĕсем тата мăнукĕсен ачисем Анна Тимофеевнăна хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Хăй те вĕсене яланах ырлăх та сывлăх, хăйĕн пекех вăрăм кун-çул кăна сунать. "Кинсемпе те, хĕрпе, кĕрỹпе те пурăнса куртăм, пĕринпе те хирĕçсе курман, пурне те пехил", - тет ватă кинемей сăпайлăн. Паллă юбилей ячĕпе ĕç ветеранне, фронтовик арăмне А.Т.Юманована Пуянкасси ял поселенийĕн администрацийĕ, библиотека тата ветерансен совечĕсем ăшшăн саламларĕç, Хисеп грамотипе тата парнепе чысларĕç. Культура ĕçченĕсем юрăпа саламларĕç, 100 çула çити пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 октября 2008
00:00
Поделиться