Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

65 çул иртсен _ Сталинград çĕрĕ çинче

 КАХĂРЛĂ ШĂХАЛЬ ялĕнчи Иван Петрова вăрçа вун саккăр тултарсанах илнĕ. Çĕрле тревогăпа тăратса вĕсене Сталинград фронтне илсе кайнă. Хула вут-çулăм айĕнче пулнă, тăшман ăна туртса илессишĕн пĕтĕм вăйне хунă. Петровсен взводне оборона рубежне çирĕплетме вăрман хĕррине вырнаçтарнă, инçех те мар пĕчĕк ял пулнă. Пĕррехинче çĕрле нимĕçсем питĕ вăйлă атака çĕкленĕ, пирĕн нумай салтакпа офицер тăшман пульли айне çакланнă. Çак çапăçура Ивана та йывăр амантнă. Тăнне çухатнăскере, ирпе ăна юлташĕсем шыраса тупнă та Калач станцийĕнчи госпитале ăсатнă. Иван Петров салтакăн ура пỹрнисем Сталинград çĕрĕ çинче выртса юлнă. Унтанпа нумай шыв юхса иртнĕ ĕнтĕ, Сталинград патĕнче хаяр çапăçусем пулнăранпа та 65 çул çитрĕ. Сталинград хỹтĕлевçи, вăрçă инваличĕ Иван Николаевич Петров хăйĕн Петя ятлă ывăлĕ пулăшнипе кăçал Герой-хулара пулса курчĕ. "Мамай сăрчĕпе утса пынă чух куç умне Сталинград çĕрĕ çинче çап-çамрăклах пуçĕсене хунă юлташăмсем тухса тăчĕç, - тет И.Н.Петров. _ Паянхи Волгоград _ çав тери илемлĕ, чечек ăшĕ нчи хула. Кунта пурăнакансем хăйсен хулине тăшманран хỹтĕлесе хăварнă çынсене çав тери хисеплеççĕ, вăрçăра вилнисене те асрах тытаççĕ" Сталинград хỹтĕлевçипе Пуянкасси ял поселенийĕн администрацийĕпе ялти библиотека ĕçченĕсем çак кунсенче тĕл пулу йĕркелерĕç, ветеран аса илĕвĕсем пурне те чĕререн хумхантарчĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 октября 2008
00:00
Поделиться