Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

В.СИДОРОВ МАЙОРА АСĂНСА _ ВОЛЕЙБОЛИСТСЕН ТУРНИРĔ

ЧЕЧНЯ Республикинче служба командировкинче пулнă вхăтра пуç хунă милици майорне Валерий Сидорова асăнса волейболистсен турнирне йĕркелесси районта йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçалхи турнирта _ вăл сентябрĕн 16-мĕшĕнче, Валерий Николаевич вилнĕ кун иртрĕ, _ Шăмăршăри, Патăрьелĕнчи шалти ĕçсен пайĕсен командисем, Шăмăршăри "Карлинская", "Шумер" тата Шăмăршăри вăтам шкулти учительсен командисем ăмăртрĕç. Хĕрỹ ăмăртура "Карлинская" команда (капитанĕ Владимир Абсалямов) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Патăрьелĕнчи (капитанĕ Сергей Измуков) тата Шăмăршăри (капитанĕ Владимир Димитриев) шалти ĕçсен пайĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. 1-3 вырăнсене йышăннă командăсем медальсем, мечĕксемпе укçа призĕсем илчĕç. Турнирта чи ăста вылянă 7 волейболист та тĕрлĕ номинацисем тăрăх призсене тивĕçрĕç. Валерий Сидоровăн тăванĕсем спонсорсене, асăну турнирне йĕркелекенсене район хаçачĕ урлă пĕтĕм чун-чĕререн тав тăваççĕ, çирĕп сывлăхпа тулли телей, ăçре ăнăçу сунаççĕ



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 сентября 2008
00:00
Поделиться