Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Василий Макаров _ суворовец

ÇĔНĔ ТĂРĂНТИ Игорь Макаров 18 çул тултарсан çар службине кайнă. Хĕçпăшаллă Вăйсенче чи сумлă шутланакан Çарсенчен пĕринче _ пограничниксен йышĕнче службăра тăнă вăл. Иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенче Афганистанра пирĕн çарсем тăнă май, унта юлташĕсемпе пĕрле интернационаллă тивĕçе пурнăçланă Игорь Макаров. Подразделени йышĕнче хăйĕн тивĕçне яланах Присяга тата çар командованийĕ хушнă пек туса пынăшăн ăна "За Отвагу" медальпе наградăланă. Çар службинчен таврăнсан Игорь ĕçе вырнаçнă, çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе, Светланăпа, ывăлпа хĕр ỹстереççĕ. Ывăлне, Васьăна, ашшĕ яланах Тăван çĕршыва юратма, ăна чыслăн хỹтĕлеме вĕрентсе ỹстерет. Тăван çĕршыв хỹтилевçин профессийĕ чи сумлисенчен пĕри пулни пирки каласа ăнлантарать. Паллах, хăй сăрт-туллă çĕршывра службăра тăнă вăхăтра паттăрлăхпа, хăюлăхпа палăрнă салтаксемпе офицерсем çинчен те аса илет. Пурнăçра кашнийĕнех çирĕп тĕллев пулмалли, çутă ĕмĕт патнелле çирĕппĕн утмалли, туслăха упрамалли, спортпа туслă пурăнмалли пирки те калать ывăлне запасри воин-афганец. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Василий Макаров Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 8 класс пĕтерчĕ. Вĕренỹре яланах "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынăскер, шкулти спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннăскер, вăл август уйăхĕнче Ульяновскри суворовецсен Гварди çар училищинче экзаменсем тытрĕ. Вырăс чĕлхипе тата литературипе диктант ăнăçлă çырса, математикăпа ирттернĕ тĕрĕслев витĕр лайăх тухса, физкультура хатĕрленĕвĕн нормативĕсене кирлĕ пек пурнăçласа Василий Макаров курсант пулса тăнă. Пысăк конкурс витĕр тухса вăл суворовец пулса тăни шкулти учительсене те, ашшĕпе амăшне те чыс кỹрет. Суворовецсен училищинче 3 çул вĕренмелле. Кун хыççăн вĕсене аслă çар училищине экзаменсемсĕр вĕренме йышăнаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 сентября 2008
00:00
Поделиться