Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Росгосстрах" инкекре пăрахмасть

ПУРĂНАН пурнăçра инкек-синкек те юнашарах çỹрет. Кăçалхи çу кунĕсенче, акă, аçа çапнипе районти пĕр ялти фермерăн ĕне вити çунса кайнă. Юрать-ха, фермер "Россельхозбанкăн" хушма офисĕнче витесем илме кредит илнĕ чух "Росгосстрахра" страховани тунă пулнă. "Росгосстрах" инкек тỹснĕ çынна пулăшусăр хăварман _ банк заемщикне çунса кайнă витешĕн 1,6 миллион тенкĕ ытла тỹленĕ. Районти пĕр ялти çунса кайнă çурт хуçи те маларах çурт-йĕрне "Росгосстрахра" страховани тунă пулнă. Çунса кайнă çуртшăн тата пурлăхшăн "Росгосстрах" компани ăна 304 пин тенкĕ тỹленĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 сентября 2008
00:00
Поделиться