Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Комисси ларăвĕ пулнă

2010 ÇУЛТА ирттерме палăртнă Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленес ĕç пирĕн роайонта та планпа килĕшỹллĕн пулса пырать. Çак кунсенче районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, унта ял поселенийĕсен администрацийĕсем адрес хуçалăхне йĕркене кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине пăхса тухнă. Ларура çак ыйтупа Пăчăрлă Пашьел, Васан, Карапай Шăмăршă, Пуянкасси, Кивĕ Чукал, Палтиел, Анат Чаткас, Чукал тата Шăмăршă ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем пĕлтернине итленĕ. Лару ĕçне комисси председателĕ, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев хутшăннă.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 сентября 2008
00:00
Поделиться