Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Инçе выртнă салтак çулĕ

1922-мĕш çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Иван Николаевич Мандрюковăн 1941 çулхи ноябрьте салтак шăпи тухнă. Малтанласа вăл Псков хули çывăхĕнчи çар гарнизонĕн пĕр ротинче салтак ăсталăхне вĕренме тытăннă. Пултаруллă, тавçăруллă, вăй-хал енчен лайăх аталаннă йĕкĕт пулнă пирĕн ентеш. Çакна шута илсе ăна Муромри çыхăну училищине куçарнă. Виçĕ уйăх сисĕнмесĕрех хыçа тăрса юлнă: пултаруллă ĕнерхи курсанта НКВД-ăн çыхăну взводне янă. Çак взводăн пĕлтерĕшĕ ун чух питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă: вăл Кремле фронтсенчи лару-тăрăва вăхăтра пĕлтерсе тăнă. Иван Николаевичăн фронтри кун-çулĕ Крым çур утравĕнче пуçланнă. Шăпах малтанхи хут порох шăршине туйса илнĕ вăл. Мĕн каласси пур: Керчь хулишĕн пынă çапăçусенче пирĕн çарсем пысăк çухатусем тỹснĕ. Çавах та пирĕн салтаксем, вăл шутра И.Мандрюков та, тăшмана хирĕç арăслан пек паттăррăн кĕрешнĕ. Вăйсем пĕр пек пулманран, Керчь заливĕ урлă ирĕксĕрех Кавказа чакма тивнĕ. Ял çырминче е кỹлĕре шыва кĕресси мар ку: залив сарлакăшĕ _ тăватă километр патнех. Çак хушша вара ишсе каçмалла пулнă. Пирĕн ентеш тепĕр çырана ăнăçлах каçса ỹкнĕ. Çавах та, шăпа тени ăна телей пỹрнĕ: çумăр пек тăкăнакан пульăсем, çине-çинех çурăлакан снарядсен ванчăкĕсем унран пăрăнса иртнĕ. Сахал мар вилнĕ салтаксемпе офицерсем _ шыв юнпа хĕрелнĕ... Пĕр сăмахпа, залив вĕреме кĕменни çеç юлнă... Сывă юлнă салтаксемпе офицерсем, Кавказ çыранĕсене тухса, Краснодар хулине çитичченех выçăллă-тутăллă çуранах утнă. Унта çитсе пĕр хушă канма, вăй илме май килнĕ. Вăрçă _ курорт мар, лăпкăлăхпа нумай киленеймĕн: умра _ тата та хĕрỹрех çапăçусем. Салтак çулĕ тата малалла выртать. Керчьран Сталинграда çитме _ çичçĕр километр. Çак хушша каллех çуранах утса тухма тивнĕ. Мĕн тăван _ салтак шăпи çапла, тỹсесех пулать. И.Мандрюков Сталинград хулишĕн пынă хаяр çапăçусене кĕнĕ, çыхăну ĕçĕшĕн яваплă пулнă. Пĕррехинче Атăл урлă çыхăну кабельне хума тивнĕ. Паромра пынă чух, вĕсем çине фашистсен самолечĕсем тапăннă, бомба хыççăн бомба тăкма тытăннă. Пĕри вара паром çывăхнех ỹкнĕ, салтаксем шыва ỹкнĕ. Çавах та çыхăнуçăсем задание пурнăçланă-пурнăçланах. Историрен тата ветерансем каласа панă тăрăх çакă паллă: Сталинградшăн пынă çапăçусем _ вăрçă вăхăтĕнчи чи йывăррисем, юнлисем. Пĕр çапăçура пирĕн ентеш те аманнă. Икĕ уйăх госпитальте сипленме тивнĕ унăн. Сывалсан _ каллех фронта. Сталинградра çĕнтерỹ тунă хыççăн фронт хĕвел анăç еннелле куçма тытăннă. Çыхăнуçăсем Кострома хулинче чарăннă. Унтан _ малалла та малалла. Взводăн ун чух пĕр тĕве пулнă, пĕтĕм оборудование унпа турттарма тивнĕ. 1943 çулхи ноябрьте Совет çарĕсем Киева ирĕке кăларнă. Çак çапăçусене И.Мандрюков та хутшăннă, хăйĕн паттăрлăхĕпе палăрнă. Ентешĕн салтак çулĕ Венгри, Австри, Чехославаки çĕрĕсем урлă выртнă. Сакăр çул _ 1949 çулхи февральччен тăсăлнă Иван Николаевичăн салтак служби. Тăван яла таврăнса шинеле хывсан вăл Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеме тытăннă, тивĕçлĕ канăва кайичченех унта вăй хунă. Ноябрь уйăхĕнче вăрçăпа ĕç ветеранĕ 85 çул тултарать. Апла пулин те чунпа ватăласшăн мар-ха вăл: çынсемпе хутшăнать, çамрăксене патриотизмла воспитани парас пархатарлă ĕçе активлă хутшăнать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 сентября 2008
00:00
Поделиться