Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВОДИТЕЛЬ УДОСТОВЕРЕНИЙĔСĔР РУЛЬ УМНЕ ЛАРСАН...

СУД йышăнăвĕпе водитель удостоверенийĕсĕр юлнă çынсене, çĕнĕ законодательствăпа килĕшỹллĕн, тепĕр хут руль умне ларсан халĕ штраф панипе каçармаççĕ. Миравай судья йышăну кăларнă хыççăн кăçалтан пуçласа вĕсене милицин вăхăтлăх тытакан изоляторне 15 талăк таран "канма" ăсатаççĕ. Апла пулин те, йĕркене пăсакансем час-часах тĕл пулаççĕ, водитель удостоверенийĕсĕрех автомашина рулĕ умне лараççĕ, урăлла та, ỹсĕрле те, кăнтăрла та, çĕрле те çула тухаççĕ. Сентябрь уйăхĕнче кăна, икĕ эрнерех ГИБДД сотрудникĕсем çакнашкал 3 çынна тытса чарнă, протоколсем çырса миравай судья патне тăратнă. Шăмăршăри, Çĕнĕ Шăмăршăри тата Виçпỹрт Шăмăршăри çынсем _ хăйсен хуçалăхĕнче автомашина тытакансем халĕ ĕнсисене кăтăр-кăтăр хыçаççĕ. Ку фактсем ытти водительсемшĕн те çирĕп урок вырăнне пулччăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 сентября 2008
00:00
Поделиться