Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

В.Ефимова асăнса _ мини-футбол турнирĕ

 "Агродор" ООО директорĕ тата хастар спортсмен пулнă В.М.Ефимова асăнса _ унăн пурнăçĕ автоаварире сарăмсăр татăлнă _ Шăмăршăра нумаях пулмасть мини-футбол турнирĕ иртрĕ. Çак вăйăсенче пурĕ 8 команда вăй виçрĕ. Асăну турнирĕнче Шăмăршăри спорт ветеранĕсен "Память" команди (капитанĕ Сергей Хафизов) пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн аслă ушкăнĕнчи яшсен команди (Михаил Яковлев) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Пьедесталăн виççĕмĕш вырăнĕшĕн Пуянкассипе Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсен пĕрлештернĕ команди тата Çĕнĕ Шăмăршă команди кĕрешрĕç. Хĕрỹ ăмăртура Çĕнĕ Шăмăршă (Лев Кудряшов) футболисчĕсем вăйлăрах пулни палăрчĕ. Призлă вырăн йышăннă командăсем тата уйрăмах ăста вылянă футболистсем призсем илчĕç. "Агродор" ООО тата Шăмăршăри ДРСУ коллективĕсем асăну турнирĕн спонсорĕсем пулчĕç. Çакнашкал турнир малашне çуллен иртĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 сентября 2008
00:00
Поделиться