Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çула тухрăн пулсан...

КĂÇАЛХИ 8 уйăхра район территорийĕнче 12 авари пулнине, вĕсенче 1 çын вилнине, 14 çын аманнине регистрациленĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 14 аварире 2 çын пурнăçран уйрăлнă, 28 çын суранланнă. 2008 çулхи аварисенчен 2-шĕ транспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕрин çумне пырса çапăннипе, 2-шĕ _ çул хĕррине çаврăнса ỹкнипе, 4-шĕ _ транспорт хатĕрĕ çуран утакан çын çине, пĕри _ велосипедист автомашина çине кĕрсе кайнипе, 3-шĕ техника юпана, ытти япалана пырса тăрăннипе çыхăннă. Аварисенчен 3-шĕ _ Федераллă автотрасса çинче, 4-шĕ _ вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче, 5-шĕ ялсенче пулса иртнĕ. Çуран çỹрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманни, водительсем хăвăртлăх режимне вырăна хуманни, руль умне ỹсĕрле ларни аварисен сăлтавĕсем пулса тăнă. 8 уйăхра милицин ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем пурĕ 7655 административлă протокол çырнă. Вĕсенчен 108-шĕ _ водительсем ỹсĕрле руль умне ларнипе, 1886-шĕ _ водительсем хăвăртлăх режимне пăснипе, 153-шĕ _ патшалăх техосмотрĕ витĕр кăларман транспорт хатĕрĕпе çула тухнипе, 2335-шĕ _ техника тĕлĕшпе юсавсăр транспортпа çỹренипе, 978-шĕ çуран утакансем çул-йĕр правилисене пăснипе çыхăннă. Айăплисен штраф тỹлеме тивнĕ. Август уйăхĕнче кăна 1114 водителе, çуран пынă 97 çынна штраф тỹлеттернĕ. Милицин тĕрĕслев постĕнчи (КПМ) инспекторсем кăçалхи 8 уйăхра водительсем тивĕçлĕ документсемсĕр грузсем турттарса кайма пăхнă 110 автомашинăна тытса чарнă, водительсене шалти ĕçсен пайне ăсатнă. Йĕркене пăснă фактсем тăрăх пуринпе те кирлĕ мерăсем йышăннă. Йĕркене пăхăнмасăр тĕслĕ тата хура металл (пурĕ 161,7 тонна) тиенĕ 15 автомашинăн рейсĕсем те водительсемшĕн ăнăçсăр вĕçленнĕ. Регистраци докуменчĕсене хăйсем тỹрлетсе çырнă водительсем те тĕл пулаççĕ. Инспекторсем çакнашкал 3 факта тупса палăртнă. Федераллă шыравра пулнă 2 çыннăн, РФ УКĕн 222 статйин 1-мĕш пайĕпе никĕсленекен преступлени тунă тесе шутлакан пĕр гражданинăн, авари тунă хыççăн тарса хăтăлма пăхнă 2 водителĕн КПМран малалла иртсе кайма май килмен, тивĕçлĕ мерăсем йышăнас тĕллевпе вĕсене милици çуртне леçнĕ. Постри милици офицерĕсем шыраври автомашинăсене тупса палăртас вĕсене хуçисене тавăрса парас тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ. Кăçал кунашкал 12 автомашинăна тытса чарнă, вĕсенчен 8-шĕ Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсен милицийĕн шыравĕнче шутланнă пулнă. Ỹсĕрле руль умне ларни инкекпе вĕçленме пултарни пирки кашни водитель лайăх пĕлсе тăрать. Питĕ шел, хăш-пĕрисем кун пирки тарăннăн шутласах каймаççĕ. Акă, август уйăхĕнче, каçхине Асанкасси йĕкĕчĕ, хĕрĕнкĕскер, хăйĕн "Жигулийĕ" çине çамрăксене лартса катаччи чуптарма шутланă. Руле кирлĕ пек тытса пырайманнипе автомашина çул айккинчи юпана пырса тăрăннă. Çак аварире хĕрпе каччă аманнă, вĕсен больницăрах выртса сипленме тивнĕ. Эрех ĕçсе руль умне ларнăшăн Карапай Шăмăршă арçыннине водитель прависĕр хăварнă пулнă. Апла пулин те вăл хăйĕн "Жигулийĕпе" çула тухнă. Çак арçын та руле йĕркеллĕ тытайман _ йывăçа пырса тăрăннипе автомашина юрăхсăра тухнă, хăй йывăр аманнă. Юрать-ха, салонра пассажирсем пулман. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă май, водительсене çул çинче тимлĕхе ỹстерме сĕнетпĕр. Урамсенче хăвăртлăха кирлинчен ытла ỹстермелле мар. Шкулта вĕренекенсене ашшĕ-амăшĕн тата учительсен çул çинче асăрхануллă пулмалли пирки час-часах аса илтермелле. Хăш-пĕр ачасем машина çỹрекен çулпах шкулалла е килелле утнине курма пулать. Çул хĕррипе е тротуарпа кăна утмалли, аварилле лару-тăру тăвасран сыхланмалли çинчен те асăрхаттарасчĕ вĕсене.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 сентября 2008
00:00
Поделиться