Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПРОФИЛАКТИКА ĔÇНЕ ВĂЙЛАТСА

ВИРУСЛĂ В гепатит _ хăрушă чир (халăхра ăна "сарă чирĕ" теççĕ). Вăл çыннăн пĕверне сиенлесе хăварать. Çавна май Раççей Федерацийĕн приоритетлă "Сывлăх" наци проектĕнче çак чиртен сыхланассине патшалăх шайĕнче илсе пыма палăртни, тивĕçлĕ медицина препарачĕпе шприцсене больницăсене тỹлевсĕрех кỹрсе килни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Профилактика ĕçне тỹлевсĕрех йĕркеленĕ май, ку мероприятисене халăх та активлă хутшăнать. В гепатитран сыхланас тĕлĕшпе йĕркеленĕ мероприятисем пирĕн районта ăнăçлă пыраççĕ. Ку ĕç районта 2007 çулхи июньте пуçланчĕ. 18 çултан пуçласа 35 çул таранчченхи çынсене пурĕ 1537 çынна прививка тунă (вакцинаци циклĕ 3 прививкăран тăрать). Кăçал прививкăсем тăвассине августăн 5-мĕшĕнче пуçларăмăр (18 çултан пуçласа 55 çул таранчченхи граждансене). Планпа килĕшỹллĕн 2008 çулта 2110 çынна прививка тумалла. Паянхи кун тĕлне вĕсем пурте пĕрремĕш вакцинаци илнĕ, 1053-шĕ _ иккĕмĕшне. 1047-шне вара çывăх вăхăтрах, Шупашкартан вакцина кỹрсе килсенех, тăватпăр. Мероприятин виççĕмĕш вакцинацийĕ 2009 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче иртет. Çакнашкал мероприятисем Шăмăршă, Палтиел, Анат Чаткас, Карапай Шăмăршă, Кивĕ Шăмăршă ялĕсенче татаБаскак паççулккинче уйрăмах ăнăçлă пынине каламалла. Районта вакцинаци ĕçне йĕркелессинче районти тĕп больницăри прививка кабинетĕнче вăй хуракан С.М.Якушова медсестра тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынине те асăнса хăварас килет. Хăрушă чиртен сыхланасси хамăртан килет. Çавна май граждансене вакцинаци мероприятийĕсем çине пысăк яваплăхпа пăхма, медицина учрежденине медработниксем каланă вăхăтра килме сĕнетпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 сентября 2008
00:00
Поделиться