Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ФЕРМЕР ÇĔР УЛМИ СУТАСШĂН, ТУЯНСАМĂРЧЧĔ, ТАРХАСШĂН...

УПА сурчăкĕ пек çумăр пĕрĕхни те, çурçĕр енчен кассăн-кассăн сивĕ çил вĕрни те ял çыннин кăмăлне пăсать. Ăçта-ха эс, синоптиксем шантарнă "карчăк ăшши"? Хирти ĕçсем вĕçленмен вĕт, çĕр улмипе сахăр чĕкĕнтĕрĕ вун-вун гектар çинче выртаççĕ... Район администрацийĕн агропромышленноç комплексĕ енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ В.Севрюгин каланă тăрăх, 441 гектар çинче çитĕнтернĕ "иккĕмĕш çăкăрăн" çуррине яхăн çеç пуçтарса кĕртнĕ-ха. Паллах, питех кая юлман, ĕлĕкрех хресчен Иван пуснисĕр улма кăларма пуçăнман. Анчах çанталăк хăратать: хĕвеллĕ те уяр кунсем хăçан çитĕç-ши пирĕн пата? Иртерех вăраннисем çĕр улмине пуçтарса кĕртнĕпе пĕрех. Ку тĕлĕшпе фермерсем пурне те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Акă, Васанти А.Еремеев Саратов облаçĕнчен килнĕ вырăссене пĕр КамАЗ автомашина çĕр улми сутнă. Килограмне _ ултшар тенкĕпе. Хакĕ тем чул пысăк мар та ĕнтĕ, урăх кама сутăн-ха... Васанти "Аленксандр", "Кристина", "Мечта" фермер хуçалăхĕсем те çĕр улми çитĕнтереççĕ. Уяр çанталăкпа туллин усă кураççĕ вĕсем, ял çыннисене те ĕçпе тивĕçтереççĕ. Кỹршĕ ялтан та çĕр улми кăларма çỹреççĕ. Укçине парсан, вĕри апат çитерсен мĕншĕн ĕçлес мар? Патирекри Р.Севрюгин, специальноçĕпе аслă пĕлỹллĕ агроном пулнă май, çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕсене çитĕнтерет. 3 гектар çинчи "иккĕмĕш çăкăр" кăçал та тухăçлă çитĕннĕ _ гектартан 300-шер центнер патнех. Фермерăн паян тесен паян сутмалăх 18 тонна шултăра çĕр улми пур, сеткăсене те тултарса хунă. Анчах туянакансем курăнмаççĕ-ха. Ялти ытти çынсен те сутмалăх çĕр улми чылай _ кама кирлĕ-ши? Район хаçачĕ хресчен тар тăкса çитĕнтернĕ ял хуçалăх продукчĕсене пысăк нушапа вырнаçтарни пирки пĕрре кăна çырмарĕ. Шел, нимĕнле улшăну та курăнмасть-ха, районта потребитель кооперативĕсем ниепле те ĕçлесе каяймарĕç. Малашне те çаплах пулсан, ялта çĕр улми çитĕнтерекенсемпе пахча-çимĕç туса илекенсем сахалланмĕç-ши? Хресчен пулăшу кĕтет, хăйĕн çĕрĕ çинче çитĕнтернĕ тухăç шăпишĕн пăшăрханать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 сентября 2008
00:00
Поделиться