Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔМĔР ПĔРЛЕ ПУРĂНАР

ÇАК çемьепе тĕл пулмассерен ĕçченлĕхĕнчен, сăпайлăхĕнчен, килĕшĕвĕнчен, кирек хăçан та пĕр-пĕринпе çепĕççĕн те шăкăл-шăкăл кăна калаçнинчен тĕлĕнетĕп те, кăштах ăмсанатăп та. Сăмахăм Карапай Шăмăршăра пурăнакан Валентина Васильевнăпа Геннадий Пантелеймонович Елисеевсем çинчен. Иккĕшĕн те çулĕсем чылай ĕнтĕ. Анчах сăнпа пỹ-си енчен çамрăк курăнаççĕ, вăр-варлăхĕ те çителĕклех-ха. "Çын ĕçпе илемлĕ, унпа йăпанать, унпа пурăнать. Выльăх усранă май хусканусем те нумайрах тăватăн. Ирсерен вăкăрсем валли утă антарма аслăк çине чикмекпе хăпарма тивет. Юрать, выльăхсем пур. Ахаль çакăн пек физзарядка тăвас та çук", - тет Геннадий Пантелеймонович. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх вĕсен. Кинĕпе ывăлĕ ĕçре, ваттисем вара икĕ мăнукĕпе кунĕпех кил хушшинче тăрмашаççĕ. Икĕ вăкăр, пĕр ĕне, ултă сысна, хур-кăвакал усраççĕ пулсан та картишĕнче çỹп-çап курăнмасть, яланах тап-таса та тирпейлĕ. Пахчинче те çум-курăк алхасмасть вĕсен, вăхăтрах тасатса тăраççĕ. Юлашки çулсенче ял халăхĕ помидор туса илейменнипе тарăхать пулсан Валентина Васильевна вĕсене хуралма та памасть. _ Халь самана лайăхлансах пырать. Вутă-шанкă хатĕрлемелле мар _ газпа ăшăнатпăр, пусăран шыв йăтмалла мар _ мотор ĕçлет, ăшă шывĕ те кранранах юхать. Туалета та урама сивĕ çĕре чупмастпăр. Çамрăксен ĕçлеме кăна ỹркенмелле мар, - тет Валентина Васильевна. Хăйсен ачалăхне, çамрăклăхне аса илсен Валентина Васильевнăпа Геннадий Пантелеймоновичăн савăнăçлă сассисем пусăрăнаççĕ, сăнĕсем тĕксĕмленеççĕ. Çăмăл пулман ачалăхĕ, иккĕшĕ те вăрçа пула çурма тăлăха юлнă. Геннадий Пантелеймоновичăн амăшĕ Христина Макаровна тăватă хĕрпе пĕр ывăлне ватă хунямăшĕпе пĕрле ỹстерсе ура çине тăратнă. Пысăк çемьене тăванĕсем те пăрахман, иккĕмĕш сыпăкри Иван тетĕшĕпе Роман йыснăшĕ пулăшсах тăнă. Асли _ Сарра Пантелеймоновна йăмăкĕсемпе шăллĕне аслă пĕлỹ илме пулăшас тĕллевпе çамрăкранах вăрман пунктĕнче ырми-канми ĕçленĕ. Вăл тăрăшни сая кайман, Хветурапа Настя _ аслă пĕлỹллỹ педагогсем, Гена вара зоотехник дипломне илме пултарнă. Вĕсемшĕн Сарра Пантелеймоновна халĕ те хĕпĕртет, пурнăçĕ ăннăшăн савăнать. Аслă пĕлỹллĕ зоотехника ялтан аякка ямаççĕ, колхоза ĕçе илеççĕ. 21-ри каччăн вăй-хал тапса тăнине курса пуçлăхсем ăна Патăрьелĕнчи выльăх ăратлăхне аталантарас енĕпе ĕçлекен станцие илсе каяççĕ. Унта çичĕ çул ĕçленĕ хыççăн Геннадий Пантелеймонович тăван колхоза таврăнать. Шăп çак тапхăрта тĕл пулаççĕ те ĕнтĕ икĕ çамрăк. Çĕнĕ Ахпỹрт хĕрĕ Валентина Васильевна Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕрентнĕ. 1965 çулта вĕсем пĕр çемье çавăраççĕ. Унтанпа 43 хут хĕл ларнă, 43 хут çу иртнĕ. Вальăпа Генăн юратăвĕ пĕрре те иксĕлмен. Вĕсен юрату çимĕçĕсем _ 3 хĕрĕпе пĕр ывăлĕ тата 5 мăнукĕ. Пурнăç пĕр тикĕс килмест, Елисеевсен те 43 çул хушшинче хурапа шур юнашарах пулнă. Валентина Васильевнăн аппăшĕн хĕрĕ сарăмсăр çĕре кĕнĕ хыççăн пĕчĕк пепки тăлăха юлать. Ют çĕре ямаççĕ ăна Елисеевсем, хăйсен çемйинчех ỹстереççĕ. Ира та хăй тăлăххине туймасть, уншăн _ Валя аппăшĕпе Гена йыснăшĕ тăван ашшĕпе амăшĕ. Халĕ хăй те çемьеллĕ, Шупашкарта пурăнать. медсестрара ĕçлет. Хăйне пăхса ỹстернĕ тăванĕсене манмасть. "Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă" каларăша Валентина Васильевнăпа Геннадий Пантелеймонович тĕпе хураççĕ. Ачисене мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. Надя амăшĕн профессине суйласа илнĕ, Пуянкассинчи шкулта ачасене ют чĕлхе вĕрентет. Аля _ Шупашкарти "Чувашсетьгазра аслă бухгалтер, Таня _ тĕп хулари пенси фончĕн специалисчĕ. Володя _ Патăрьелĕнчи перекет банкĕн ĕçченĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕн ятне çỹлте тытаççĕ, вĕсене хисеплеççĕ, сума сăваççĕ, хăйсен ачисене те çапла пулма вĕрентеççĕ. Ашшĕпе амăшĕнчен тĕслĕх илмелĕх пур. Геннадий Пантелеймонович мĕн канăва тухиччен колхозра ĕçленĕ. Унăн ĕçне хакласа панă Хисеп хучĕсен шутне те пĕлмест. Чи хакли _ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ" ят. Валентина Васильевнăпа Геннадий Пантелеймонович çынна питĕ тарават. Кирек кам килсен те çăкăр-тăвар лартмасăр кăларса ямаççĕ. Ваттипе ватăлла, çамрăккипе çамрăкла пулма пĕлеççĕ вĕсем. Çавăнпа пуль ĕнтĕ уявсенче Елисеевсен пỹрчĕ кĕрлесе кăна тăрать, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем пуçтарăнаççĕ. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçаççĕ вара. "Ĕмĕр пĕрех иртет, килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест", - теççĕ вĕсем.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 сентября 2008
00:00
Поделиться