Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇИТĔНỸ ТĂВАССИ ХАМĂРТАН КИЛЕТ

 ХАЛЬХИ пурнăçа тивĕçтерекен вĕрентỹ _ раççейри вĕрентỹ политикинче тĕп задачăсенчен пĕри пулса тăрать. Çакна тĕпе хурса Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта 2010 çулчченхи тапхăр валли аталану программи туса хатĕрленĕ. Учительсен коллективĕ ăна туллин пурнăçлама тăрăшать. Шкулти вĕрентỹ тытăмне, вĕрентекенсен, шкулăн ĕçне мониторинг тĕпчевĕ витĕр палăртрăмăр. Вĕрентекенсен ĕçне тишкернĕ май, юлашки виçĕ çулта ачасен вĕренỹри ĕлкĕрсе пыраслăхĕ пĕр шайра тăнине палăртмалла, вăл 99,3 проц. танлашать. Хăйсен ĕçĕсенче çĕнĕлĕхсем кĕртсе вĕрентекенсем ачасен пĕлĕвне ỹстерме тăрăшаççĕ, вĕренỹ материалне ăнлантарма çăмăл майсем тупма пĕлеççĕ. Çакна шута илсе "иккĕ" паллăпа вĕренекенсен шучĕ палăртмаллах чакрĕ. Шкула пĕтерекен хĕрсемпе каччăсем хушшинче медалистсен шучĕ те пĕр шайрах тесе палăртмалла: 2005-2006 çулсенче 89 выпускникран 6 медалист, 2006-2007 çулсенче 97-рен _ саккăрăн, 2007-2008 çулсенче 84-ран _ улттăн. Паянхи кун тĕлне шкулта 9 профиллĕ вĕрентỹ аталанса вăй илнĕ. Профиль тĕлĕшĕпе ĕçлени шкул пĕтерекенсене ЕГЭне ăнăçлă тытма та пулăшать. 2008 çулта выпускниксен 65,5 проц. виçĕ е ытларах экзамена ЕГЭ формипе тытрĕ. Профиллĕ классем уçни аслă шкулсене бюджет йĕркипе вĕренме кĕрессине ỹстернĕ. Акă, 2006 çулта шкул пĕтернисен 50,56 проц. аслă шкула вĕренме кĕнĕ, вĕсенчен 25,8 проц. бюджетлă майпа, 24,7 проц. коммерци майĕпе; 2007 çулта пурĕ 32,9 проц. бюджетлă майпа, 26,8 проц. коммерци майĕпе; 2008 çулта 40,48 проц. бюджетлă майпа, 26,2 проц. коммерци майĕпе. Вĕрентỹ прграммине лайăх ăнланса вĕренсе пыракансем интеллектуаллă конкурссенче, предмет олимпиадисенче, наукăпа практика конференцийĕсенче хăйсен пĕлĕвĕсене кăтартаççĕ. Çултан çул районти олимпиадăсенче лайăх енĕпе палăрса пыраççĕ пирĕн вĕренекенсем. Шел, паллах, республикăра пĕр призлă вырăн кăна тивĕçрĕ. Шкул ачисем хушшинче ирттерекен наукăпа практика конференцийĕсенче те малти вырăнсене йышăнаççĕ, республикăра та призлă вырăнсене çĕнсе илме пултараççĕ. Шкулти вĕренекенсен ĕçне тĕрлĕ критерисемпе хаклаççĕ. Кунта программăна мĕнле пурнăçлани, вĕрентỹпе воспитани ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртни, педагогика опычĕ, вĕренекенсене наукăпа практика конференцине, олимпиадăсене хатĕрлени тата ытти те кĕреççĕ. Шăмăршă шкулĕнче хăйсен ĕçне чунтанах парăннă учительсем вăй хураççĕ. Вĕсем кашни çулах хăйсен пĕлĕвне ỹстерсе пыма тăрăшаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 7 вĕрентекен аслă, 9-шĕ _ пĕрремĕш, 11-шĕ _ иккĕмĕш категорие çити хăпарчĕç. "Вĕрентỹ" наци проектне хутшăнни вĕрентекенсене творчествăра та çитĕнỹсем тума пулăшать. 2008 çулта районта ирттернĕ "Самый классный классный" конкурсра малти виçĕ вырăна шăмăршăсем çĕнсе илчĕç. Вĕсем _ Н.Н.Абрамова, М.Ю.Кудрявцева, В.К.Семкина класс ертỹçисем. М.А.Шамеева Пĕтĕм раççейри хушма пĕлỹ паракан авторсен вĕрентỹ программисен VIII конкурсĕн дипломанчĕ пулса тăчĕ. Н.Г.Иванова республика конкурсĕнче "Intel" программăн лауреачĕ ятне тивĕçрĕ. Тĕрлĕ шайра иртекен конкурссене те хастар хутшăнать Шăмăршă шкулĕ. 2007-2008 çулсенче _ "Районти чи лайăх шкул" номинаци çĕнтерỹçи, 2006-2007 çулсенче _ республикăра ирттернĕ "Территорие илемлентересси тата тирпей-илем кĕртесси" смотр-конкурсăн дипломанчĕ, 2008 çулта _ республика конкурсĕн "Шкул столовăйĕ" номинаци дипломанчĕ. Шкул вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăну тытать. Пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупни, паллах, çĕнĕ çитĕнỹсем тума май парать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 сентября 2008
00:00
Поделиться