Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вăрман та каснă, сулă та юхтарнă...

ПĔЧЧЕНЕХ пурăнать паян Санька аппа _ хут çине çырнă пек каласан Александра Федоровна Гладкова. Вăрăм та нушаллă пурнăç çулне утса тухнă çак паттăр чăваш хĕрарăмĕ. Мĕн кăна курнине-тỹснине каласа та пĕтереймĕн, çырса та кăтартаймăн. Çĕнĕ Шăмăршăра çуралса ỹснĕ вăл. Тăван ялĕнче тăватă класс пĕтерсен, Шăмăршă шкулне çỹреме пуçлать Санька. Сасартăк Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Ялта выçлăх хуçаланнă, крахмал, вĕлтĕрен, ут кăшкар çисе хырăма улталанă. Аслисемпе пĕрле пĕчĕк Санька та "Новая деревня" колхоз ĕçне хутшăннă. Вун пилĕк çул тултарнă-тултарманах Санькапа юлташĕсене патшалăх валли вăрман касма янă. Каснă йывăçсене Кучек поселокĕ патĕнче, Пасна çырминче сулă туса юхтарнă. Колхоз валли вăкăрпа йывăç турттарнине те асрах тытать А.Ф.Гладкова. Çап-çамрăк хĕрсем вăйпитти арçын тумалли ĕçсене пурнăçланă, анчах пĕри те нăйкăшман. Куççульпе йĕрсен те кам шеллĕ _ вăрçă вăхăчĕ-çке. "Пурне те фронт валли, пĕтĕмпех _ çĕнтерỹшĕн!" _ тенĕ ун чух. Аслă Çĕнтерỹ кунне ял çыннисем çав тери пысăк савăнăçпа кĕтсе илнĕ. Майĕпе пулин те, пурнăç лайăхланма тытăннă. Санькана Виçпỹрт Шăмăршăн маттур йĕкĕчĕ Михаил Гладков килĕштернĕ, часах икĕ çамрăк чĕре ĕмĕрлĕхех пĕрле пурăнма тупа тунă. 1950 çулхи майăн 30-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршăра чаплă туй кĕрленĕ. Пилĕк ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ Гладковсем, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Шел, 2000 çулта Санькан юратнă мăшăрĕ Михаил Терентьевич пурнăçран уйрăлса кайнă. Пĕччен тăрса юлнă пулин те, Санька аппа аллисене усман. Килти хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрать, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерет. Ачисемпе мăнукĕсем хăнана килсен çав тери савăнать. Ыран Санька аппа _ Александра Федоровна Гладкова 80 çул тултарать. Çак ятпа ăна ачисемпе мăнукĕсем, кинĕсемпе кĕрỹшĕсем, кỹрши-аршисемпе çывăх тăванĕсем чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей сунаççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 сентября 2008
00:00
Поделиться