Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăрăшсассăн, ял илемленет

ÇУЛ вăл _ çур пурнăç, - теççĕ халăхра. Сахал нушаланнă-и вăрманлă Карапай Шăмăршă ялĕн çыннисем пылчăклă-путлăхлă çулсемпе çỹресе? Çавăнпа та вĕсем Чăваш Республикин Президенчĕн çулсем тăвасси пирки йышăннă программине ырласа кĕтсе илчĕç. Шел пулин те, кашни ял урамнех çул сарма хальлĕхе укçа-тенкĕ тивĕçмест, çавăнпа та çынсен хăйсен пуçарулăхĕ те кирлĕ. Акă, Калинин урамĕнче пурăнакан Э.Старшов çул тăвасси пирки "Слава" фермер хуçалăхĕн ертỹçипе А.Денисовпа калаçса пăхнă. Александр Васильевич пĕр пăркаланмасăрах техника уйăрса пама килĕшнĕ. Пĕр техника кăна та мар, иккĕ _ экскаватор тата КамАЗ автомашина. Унччен пылчăк çăрăлакан урамра кĕске вăхăтрах çĕр хăпартрĕç, хăйăр тата вак чул сарса тухрĕç. Экскаваторпа ĕçлекен А.Столяров, КамАЗ водителĕ Г.Никитин пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Ял çыннисем те тăрăшуллă пулчĕç, 50 метр тăршшĕ çула тума ватти-вĕтти хутшăнчĕ. "Халăх сурать _ кỹлĕ пулать", - теççĕ халăхра. Халиччен Калинин урамне тракторпа çеç кĕрсе тухма май пулнă пулсан, паян çăмăл автомашинăпах çỹреме пулать. Турă пулăшсан, хăйсем тăрăшсан, тен, çитес çулсенче асфальт та сарĕç-ха. Ырă кăмăллă çынсем пур чух лайăххи пирки çеç ĕмĕтленес килет.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 сентября 2008
00:00
Поделиться